31 января 2017 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ ачасене тĕрлĕ предметпа олимпиадăсенче хатĕрлесе малти вырăнсене йышăнассипе районта çеç мар, республикăра та кăтартуллисен шутĕнче. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсен ушкăнĕ кăçал та пĕлтĕр- хинчен кая пулмĕ.
Çак кунсенче çеç И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра истори предмечĕпе район шайĕнче çĕнтерсе мала тухнă хастарсем регион этапĕнче хăйсен пĕлĕвне, ăс-тăнне тĕрĕсленĕ. Олимпиада сĕтелĕ хушшине ларнă 85 каччăпа хĕртен пирĕн район чысне виççĕн хỹтĕленĕ. Вĕсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Павел Кошкин призер пулса таврăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)