АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çавра сĕтел тавра _ сунарçăсем

31 января 2017 г.

Бизнес-инкубаторăн конференц-залĕнче сунарçăсем "Сыснасен африка чумине район территорине кĕртес мар тĕллевпе ирттерекен мероприятисем" темăпа черетлĕ канашлу ирттерчĕç.

Унта район администраци пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов, республикăри Çут çанталăк министерствин чĕр чунсен тĕнчине сыхлас тата ОПТ дирекцийĕн начальникĕ А. Кудрявцев, сунарçăсен тата пулăçăсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Е. Алешев, патшалăх техника надзорĕн тĕп инспекторĕ И. Васильев тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Канашлăва Л. Кузнецов уçрĕ. Вăл кĕскен районти экономика лару-тăрăвĕ-пе паллаштарчĕ. Унтан П. Ефимов африка чумине район территорине кĕртес мар тĕллевпе туса ирттерекен мероприятисем пирки каласа пачĕ. Тискер чĕр чунсене пеме лицензи пама пуçăннине А. Кудрявцев каларĕ. Вăрманта паян туса ирттерекен ĕçсем пирки те сăмах пуçарчĕç.

Сунара ытларах юрпа çỹрекен техникăпа каяççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем районта 11 единица. Вĕсене шута тăратасси тата техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси çинчен И. Васильев тухса каларĕ.

Канашлăва Л. Кузнецов пĕтĕмлетрĕ. Вăл район территорине африка чумине кĕртес марришĕн тивĕçлĕ йышăнусем тумаллине тата вĕсене пăхăнмаллине пусарсах асăрхаттарчĕ.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика