31 января 2017 г.
Район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ĕç коллективĕсене çитсе вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллашасси ырă йăлара. Ĕнер вăл Çĕнĕ çул умĕн хута кайнă çĕнĕ çуртра, районти нумай функциллĕ центрта, "Авангард" хаçат редакцийĕнче пулса халăхсен ыйтăвне мĕнле татса панипе, районти "тăваттăмĕш влаçăн" ĕç программипе, вулакансен ыйтăвне еплерех тивĕçтернипе паллашрĕ, творчество коллективне район пурнăçне оперативлă та тĕрĕс çутатса тăма ăнăçу сунчĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)