31 января 2017 г.
Республикăри Правительство çуртĕнче Чăваш Енти çăлавçăсем иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.
Ларăва министерствăсемпе ведомствăсен, муниципалитетсен ертỹçисем, вырăнсенчи пушарпа çăлав гарнизонĕн, надзор ĕçĕ-хĕлĕн тата патшалăх инспекцийĕн территори подразделенийĕн начальникĕсем хутшăннă.
Иртнĕ çул республикăра инкек-синкеке лекнисене пулăшакансен службин ĕçĕнчи тĕп тĕллев _ "112" васкавлă номерпе тивĕçтермелли системăна туса хурасси пулнă. Кăçал та "Система-112" тачă режимпа ĕçлĕ, патшалăх тĕрĕслевне республикăри кашни территоринчех ирттерĕç.
Сăмах май, асăннă мероприятире гражданла хỹтĕлевĕн, чрезвычайлă лару-тăрăвăн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетсе Патăрьелсене II степеньлĕ Дипломпа наградăланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)