31 января 2017 г.
Сывлăхлă çын вăрăм ĕмĕрлĕ пулать. Çавăнпа та ăна ачаран упрама тăрăшмалла. Ваттисен пĕр каларăшне аса илер-ха: "Укçа çухалнă _ нимĕн те çухатман, вăхăта çухатнă _ нумайăшне çухатнă, сывлăх çухалнă _ пурне те çухатнă".
Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкулти саккăрмĕш класра вĕренекенсем тĕп пуянлăх сывлăх пулнă пирки сăмах пуçарчĕç. Пахалăхлă апат çини, çителĕклĕ çывăрни, гигиена процедурисене пурнăçлани тĕрĕс-тĕкел çитĕнме май парать те. Çакна пурин те асра тытмалла.
Хускану та кирлĕ ачана. Тăтăшах çут-çанталăкра пулма тăрăшмалла. Уçă сывлăш, шыв, хĕвел _ пирĕн шанчăклă туссем. Уçăлса çỹрени вĕренес, ĕçлес хастарлăха ỹстерет. Çавăнпа та малашне кун йĕркине çирĕп пăхăнма пулчĕç ачасем. Наркомание вара уççăн сивлерĕç. Сывлăха хавшатакан япаласемпе нихăçан та туслашмастпăр, терĕç. Ку темăпа ачасемпе М. Та- бакова медицина сестри те сахал мар калаçу ирттерет. Хальхи вăхăтра пуçа арпаштаракан, нерва системине хавшатакан, ăс-тăна улăштаракан тĕрлĕрен хутăшпа спайссемпе, хăватлă наркотиксемпе усă куракансем мĕнле нушаланни, хавшани пирки нумай çыраççĕ, кăтартаççĕ. Çавăнпа та çак наркăмăша никамăн та алла тытмалла мар.
М. ТАБАКОВА, класс ертỹçи.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)