АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха вăрлăх _ лайăх тухăç

31 января 2017 г.

 Пахчаçă халех канăçсăр _ калча çитĕнтерме вăрлăх туянмалла. Хутаçĕсем куçа илĕртеççĕ, паллах. Анчах вăрлăх пахалăхĕ нумайăшне шухăша ярать. "Тимлĕх кирлĕ çав, _ теççĕ Россельхознадзор специалисчĕсем. - Кашни çулах-çке иккĕлентерекен вăрлăх хутаççисем куç тĕлне пулаççĕ".

Кăçал, акă, çулталăк пуçламăшĕнчех хăш-пĕр районсенче пахча культурисен вăрлăхĕ тĕлĕшпе административлă майпа явап тыттарма тивнĕ. Раççей Федерацийĕн 1997 çулхи "О семеноводстве" 149-мĕш саккунĕн 30 статйипе килĕшỹллĕн Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне (Госреестр) кĕртнĕ ял хуçалăх ỹсен-тăранĕсен вăрлăхĕсене кăна сутма юрать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртмен "Скороспелка нежная", "Алекс" - редис, "Мурзилка" - йỹç кăшман, "Дедка" çарăк сорчĕсене тупса палăртнă патшалăх инспекторĕсем.

Патшалăх аслă инспекторĕ Валентина Никитина каласа панă тăрăх, кунашкал йĕркесĕрлĕх пĕлтĕр ытларах Канаш, Патăрьел тата ытти районсенчи суту-илỹ вырăнĕсенче тĕл пулнă. Çапах ытларах - Шупашкар хулинче. Шăпах республикăн тĕп хулинче хутаçри (специалистсен чĕлхипе - пакетированные семена) вăрлăха ытларах сутаççĕ-ха та. Пĕр усламçă, сăмахран, реестра кĕртмен кăна мар, карантин сертификачĕсĕрех (продукцие РФ территорийĕнче "çỹретме" ирĕк паракан документ, чир-чĕр çуккине çирĕплетет) суту йĕркеленĕ.

Госреестра кĕртменни тата вăрлăх сортлăхне, шăтаслăхне палăртакан документсем çукки вăрлăх контролĕ енĕпе пуринчен ытла тĕл пулакан йĕркесĕрлĕхсем шутланаççĕ.

Калăпăр, Чăваш Республикинче 2016 çулта вăрлăх контролĕ енĕпе 74 тĕрĕслев ирттернĕ пулсан саккуна пăснă 61 тĕслĕх тупса палăртнă. Çав шутран 55-шĕ шăпах вăрлăх сутнă çĕрте. 2015 çулта вара 183 контрольпе надзор мероприятийĕнче йĕркене пăхăнман 146 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнăччĕ.

Пĕтĕмпе 2920,8 тонна ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕ тĕрĕслеве "çакланнă". Çавна май 54 протокол, 55 постановлени çырма сăлтав тупăннă, асăрхаттарусем те пулнă. Вăрлăх пахалăхĕн докуменчĕсенче кăтартнă даннăйсем тĕрĕсех пулнине тĕрĕслес тĕллевпе 155 проба илсе лабораторире тĕпчеттернĕ, пĕтĕмпе - 523,2 тонна. Лабораторирен панă пĕтĕмлетỹсем çав шутран 35,6 тонна вăрлăх тĕлĕшпе тĕпчев протоколĕсенчи сведенисене çирĕплетмен: тасалăх тата шăтаслăх енĕпе.

Вулакана пĕлме

Вăрлăх туянасси - яваплă ĕçех теес килет. Чи малтанах вăрлăха ятарлă лавккасенче туянма сĕнеççĕ специалистсем.

Сертификат çинче çырни тата вăрлăх пакечĕсем çинче çырнă информаци пĕр пек пулмалла. Пĕр пек пулсан кăна вăрлăх пахалăхлă теме пултаратпăр. Вăрлăх хутаççисем çинче производитель ятне, адресне тата телефонне; культура, сорт ятне; стандарт паллине (ТУ), парти номерне; йывăрăшне (грамм) е шутне; усă курма юрăхлăх вăхăтне кăтартмалла.

Н. ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Чĕмпĕр облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика