31 января 2017 г.
Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ.
Тури Тăрмăшри Петровсен çемйине те вăл 2015 çулхи июнь пуçламăшĕнче пĕр систермесĕр, пĕлтермесĕр пырса кĕнĕ. Турханти вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Алеша (сăн ỹкерчĕкре) çав кун юлашки экзамен тытнăран питĕ савăнăçлă килнĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕнчен "Минск" мотоциклпа ярăнма ирĕк ыйтсан, ывăлĕн кăмăлне хирĕç каяс темен аслисем. Ара, малтанхи тĕрĕслевсенче лайăх паллăсем илнĕ, ниçта тухмасăр кĕнеке умĕнче ларнă хыççăн кăшт кантăр тесе шухăшланă-тăр. Начарри пирки шухăшламасть никам та. Нуша курассине пĕлнĕ пулсан-и? Килтен те кăларман, хăйсен çумĕнчен яман та пулĕччĕç.
Шанчăк çухалман:
Алеша куçне уçнă! Алеша мотоциклпа тухса кайнă хыççăн нумай та вăхăт иртмен, амăшĕн, Элина Гавриловнăн, кĕсье телефонĕ шăнкăртатнă. "Ывăлăр аварине лекнĕ", _ текен хыпара илтсенех хĕрарăмăн чунĕ сỹ-ỹ! туса кайнă, пĕр вăхăтлăха ăнран янă. Унтан пĕр минут тăхтамасăр мăшăрĕпе инкек пулнă çĕре васканă. Вĕсем çитнĕ çĕре арçын ачана "Васкавлă пулăшу" машинипе Патăрьелĕнчи тĕп больницăна илсе кайма ĕлкĕр- нĕ. Авари вырăнĕнче юн кỹ- ленчĕкĕсене, палланă хурçă "ут" лапчăнса юрăхсăра тухнине курсан ывăлĕ патне вĕçсе çитме хатĕр пулнă.
Ача... Ашшĕпе амăшĕшĕн çĕр çинче унран хаклăраххи пур-ши? 9 уйăх варта йăтса çỹренĕ, хăш-пĕр чухне çĕрĕпе куç хупмасăр пăхнă ачана кашни амăшĕ вăрăм кун-çул, телей, çирĕп сывлăх пиллет. Пепкин ыратăвне те вăл хăй çине илме хатĕр, анчах майĕ çук. Май пулнă пулсан-и _ Элина Гавриловна та вăталăх ывăлĕн ыратăвне хăй чăтса ирттерĕччĕ... Суранĕсем ытла та йывăр пулнă. Арçын ача пурнăçпа вилĕм хушшинче выртнă.
_ Эпир больницăна çитнĕ çĕре ывăла реанимаци уйрăмне илсе кĕнĕччĕ. Ачана кăштах та пулин курас тесе чỹрече патне пытăм. Паллама та çукчĕ ăна: пуçĕ тем пысăкăш пулса кайнă, пичĕ хуралса ларнă... Шупашкартан килнĕ тухтăрсемпе районтисем пĕрле операци турĕç. Ирхи 7 сехетре тĕп хулари ача-пăча травматологи больницине илсе кайрĕç. "Васкавлă пулăшу" машининче Алешăн пульсĕ 27-28а çеç тăрса юлчĕ. Тухтăрсем ăна вилес çĕртен чĕртсе хăварчĕç. Каярах медперсоналсем ывăлăн ури шăнăрĕ çинче çеç тытăнса тăнине, шăммине виçĕ литрлă кĕленче банкăна хурса пынине пĕлтерчĕç, _ пăлханса калаçрĕ Э. Петрова чĕрине ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă самантсене аса илнĕ май.
_ Урине темиçе хутчен те татасшăн пулчĕç, эпир хирĕçлерĕмĕр. Тухтăрсем вара Алешăн шăммисене сыпăкăн-сыпăкăн пуçтарса вырнаçтарнă.
Реанимацинче тăнсăр выртнă чухне те ашшĕпе амăшĕ кашни кун, ирхине ĕне суса кĕтĕве кăларса янă хыççăн Шупашкара кайнă, выльăхсем таврăннă çĕре каялла килнĕ. Тухтăрсем больницăра ларнин ним усси çуккине каласан та вĕсен ывăлĕпе юнашарах пулас килнĕ. Аварине лекиччен спортпа çирĕп туслашнă арçын ача пилĕк кунтан куçне уçнă.
Ыр çынсем пулăшнипе _ ура çинче
Алешăн урине сыхласа хăварас тесе кĕске вăхăтрах виçĕ операци тунă. Тăваттăмĕшне Федерацин травматологи больницинче тума палăртнă, анчах юн тĕсĕ улшăннă, кăпăклана пуçланă. Тем пек тăрăшса сипленĕ пулсан та шăмă çĕрме тытăннă. Мăнтарăн ачи ыратнине чăтаймасăр кунĕн-çĕрĕн ахлатнă. Каярах шăмма кăларсах илнĕ. Çакăн хыççăн Алеша вырăнтан хускалмиех пулнă, пĕрех ура çине тăрас шанчăка çухатман спортсмен. Кĕçĕн шăллĕ, халь виççĕмĕш класа çỹрекен Саша, тетĕшĕнчен шитпе те уйрăлман. Шыв ĕçес е апат çиес килет-и _ вăл илсе пынă. "Алеша чейне миçе кашăк сахăр песукĕ яни таранчченех Саша пĕлет", _ тет Э. Петрова.
Республикăри сывлăх сыхлав министерстви пулăшнипе Пет- ровсем Мускава çитнĕ. Çĕршывăн тĕп хулинчи тухтăр та Алешăн аманнă урине ỹкернĕ снимоксене пăхнă хыççăн ашшĕпе амăшне: "Кун пек лару-тăрура эпĕ хамăн ывăлăмăн урине те таттарнă пулăттăм", _ тесе хунă. Çакна илтсенех Элина Гавриловнăпа Юрий Федорович хыпара ывăлне мĕнле каламалли пирки пăшăрханма тытăннă. Иккĕшĕн чĕри те çулăмсăрах çуннă. Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕнчен А. Кольцовран та урине мĕншĕн касма тивни пирки Алешăна ăнлантарса пама пулăшу ыйтнă. Анатолий Валентинович хирĕçлемен, çамрăкпа вăл чылайччен калаçнă.
Çĕр çинче пĕрре çеç пурăннине вилĕмпе куçа-куçăн тăнă каччă лайăх ăнланнă. Чунĕнче йывăр пулсан та вăл урине таттарма килĕшнĕ. Суранĕсем хушăран чăтмалла мар ыратни те çак йышăнăва тума хистенĕ-тĕр.
Çын шухăшлать, Турă палăртать, теççĕ. Мускава тепĕр хут больницăна кайсан Алешăна харăсах тăватă врач пăхаççĕ, вĕсенчен пĕри арçын ачан урине татма хирĕçлет. Çавăн чухнех тухтăрсем Шупашкарти ача-пăча травматологи больницинче тăрăшакансем хăйсен ĕçне питĕ лайăх пĕлнине палăртса хăвараççĕ. 2016 çулхи март уйăхĕнчех çамрăкăн урине сыхласа хăварассишĕн тата шăммине тăсассишĕн икĕ операци ирттереççĕ. Паянччен Алексей пурĕ 8 хутчен тухтăрсен çĕççи витĕр тухнă. Çывăх кунсенче Петровсем татах инçе çула кайма ха- тĕрленеççĕ.
_ Алеша инкекĕ пирки пĕлсенех палламан, пĕлмен çынсем пин тенкĕрен пуçласа 5 пин тенкĕ таранах киле-киле пачĕç. Шкулсенче, ача сачĕсенче, предприяти-организацинче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем, тăвансем те нумай пулăшрĕç. Ывăлпа пĕр класра вĕренекенсем час-часах киле килсе çỹретчĕç, ăна хавхалантаратчĕç. Вĕсем килмессерен уяв пекех туйăнатчĕ. Шупашкарти больницăна класс ертỹçи Алевтина Григорьевна Богданова ертсе пынипе çитме те май тупрĕç. Мускавра ун çывăхĕнче пурăнакан хамăр ялсем _ Эдуард Федоровичпа Ольга Леонидовна Петровсем _ яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Хушаматсем пĕр пек пулсан та эпир тăванлă мар. Больницăна илсе каяççĕ, илсе килеççĕ, хăть ăçта та юнашар. Пире йывăрлăхра пăрахманшăн пурне те сывлăх çеç сунас килет, _ терĕ калаçăва тăсса виçĕ ача амăшĕ. Сăмах май, укçа вĕсене халь те самаях кирлĕ. Мускава кайма çул хакĕ те пĕчĕк мар-çке тата ытти тăкакĕсем те çителĕклех...
Алеша пурнăçа ỹпкелемесĕр хăйĕн сывлăхне çирĕплетессишĕн кашни кунах тăрăшать. Мĕн пĕчĕкрен спортпа туслăскер _ районти "Зарница" çар вăййисенче, хоккейла выляса пĕрре кăна мар шкул чысне хỹтĕленĕ _ халь те куллен тĕрлĕ хускану туса ỹт-пỹне пиçĕхтерет. Тухтăрсем шăпах çакă та ăна хăвăртрах сывалма пулăшнине калаççĕ. Малтанласа пĕр вырăнтан та хускалайман ача паян патаксăрах çỹрет. Ытлашши утма юраманнипе ăна ашшĕ Турханти шкула çăмăл машинăпа леçсе ярать, уроксем хыççăн кайса илет.
_ Аварине лексенех чĕрĕ çеç юлтăрччĕ тесе шухăшлаттăмăр. Урипе утса çỹрекен те пулчĕ. Уйăх ытларах кăна-ха патакне пăрахни. Ирсерен Алеша Сашăпа пĕрле шкула кайнине савăнса пăхса юлатăп. Тин кăна-ха учительсем ывăла вĕрентме киле килетчĕç, халь хăй тантăшĕсемпе пĕрле партта хушшинче ларать. Çакăншăн мĕнле хĕпĕртемĕн-ха? _ тет çемье ăшшине упраканĕ юхакан куççульне шăлса. Элина Гавриловна Турханти ваттисен çуртĕнче ĕçлет.
11 класра вĕренекен Алеша паян пикенсех патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене хатĕрленет. Тепĕр хĕрачаннинчен те хитререх почерклă, илемлĕ ỹке- рекен арçын ача дизайнер профессине алла илме ĕмĕтленет.
_ Алеша çине пырса кĕнĕ водителĕн шăпи еплерех? _ кăсăк- лансах ыйтрăм. _ Авари хыççăн çулталăк та икĕ уйăхран суд пулчĕ. Хуптарма килĕшмерĕмĕр. Хамăрăн та виçĕ ывăл, çавăнпа усал тăвас килмерĕ. Вăл та çамрăк-çке...
Амăшĕн чĕри те ывăлĕ çак инкеке тунă хыççăн еплерех ыратрĕ пуль, калама кăна вĕт. Никама та начар сунмастăп, _ терĕ Э. Петрова. Элина Гавриловнăпа Юрий Федорович çемйи ялта кăтартуллисенчен шутĕнче. Мăшăр пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни те йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать те ĕнтĕ.
О. ПАВЛОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)