АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратса пĕрлешеççĕ, хирĕçсе уйрăлаççĕ. Мĕншĕн-ши?

03 февраля 2017 г.

 Иртсе кайнă çулталăка тишкерес пулсан, пирĕн районта лайăххи те нумай, чуна пăшăрхантараканни те сахал мар. Акă, 2016 çулта Юхмапа Пăла тăрă- хĕнче пурăнакан 235 çамрăк мăшăра çемье çавăрнă ятпа саламласа Мендельсон вальсĕ янăранă. Ырă йăла-йĕркепе малтан вĕсене районти ЗАГС пайĕн специалисчĕсем, ун хыççăн ашшĕ-амăшĕпе çывăх тăванĕсем ĕмĕр тăршшĕпе кăвакарчăнсем пек килĕш- терсе пурăнма пил панă. Анчах пехил сăмахне хăш-пĕр çамрăк çемьесем питĕ хăвăрт манни, ăна çилпе вĕçтерсе яни шухăша ярать. Пĕлтĕр çеç 84 мăшăр хăйсен çемйине уйăрттарас пирки хут тутарнă. Урăхла каласан çулталăкра виç пайĕнчен пĕри арлă-арăмлă пурнăçа хирĕçленĕ! Мĕншĕн-ши? Статистика вара çакна çирĕплетет. Уйрăлакансенчен 22 проценчĕ пĕр-пĕрне шанманнинче иккен. Ытти сăлтавсем те пур: эрех-сăрапа иртĕхнипе (21 процент), пурнăçри çитменлĕхпе (14 процент), çемьере пĕр чĕлхе тупайманнипе (10 процент) арăмĕпе упăшки хушшинчи туйăм çухалнă. Кучухне пурнăçа сыпăнтарса пырас тĕллевпе çамрăк мăшăрсенчен пĕри республика тулашне кайса ĕçлекенсем питĕ нумай. Уйрăлакансенчен 9 проценчĕ хăйсем хушшинче "хура кушак" каçса кайнине шăпах çакăнпа сăлтавлаççĕ те-мĕн.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика