АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурă юрĕ çурĕ, çурĕ…

03 февраля 2017 г.

Хĕлле юр çунипе илемлĕ, анчах тỹперен тăкăнакан шурă пĕрчĕсем çулсене хупласа лартсан питех савăнтармасть. Çынсем техникăпа палăртнă çĕре вăхăтра çитчĕр тесе Патăрьелĕнчи "Воддорстрой" пĕрлешỹре вăй хуракансем тивĕçлĕ услови туса парассишĕн талăкĕпех тăрăшаççĕ.

"Воддорстрой" пĕрлешỹ Патăрьелсемшĕн палламан-пĕлмен организаци мар. Вăл пирĕн тăрăхра 2012 çулта "тымар" яма пуçланă. Маларахах район территоринче федераци трассине пăхса тăнă, халь те Елчĕке пăрăнмалли тĕлтен пуçласа Тутар Республикин чикки таранах тирпейлет. Пĕлтĕртенпе вара районти, республика шайĕнчи çулсене _ 92 çухрăм _ юртан тасатать, шăтăк-путăка юсать. Çак ĕçсене пурнăçлама ултă КамАЗ (вĕсем çумне юр хыракан ятарлă хатĕ-ре çирĕплетнĕ), хыракан тата шăлакан щеткăллă икĕ трактор, пĕр экскаватор, икĕ автогрейдер, тиекен хатĕр (погрузчик) тата икĕ ГАЗель пур. Çанталăк пĕр ăшăтнине, пĕр сивĕтнине шута илсе тăварпа хăйăр хутăшне хĕл пуçламăшне 10 тонна янтăланă, унтан 8 тоннине усă курнă та ĕнтĕ. Хĕлĕн юлашки уйăхне кĕтĕмĕр пулин те ятарлă хутăша тата турттарма пуçăннă.

Çула вăхăтра тасатманни инкек сăлтавĕ ан пултăр тесе "Воддорстрой" пĕрлешỹре вăй хуракансем талăкĕпех дежурствăра тăраççĕ. Хăть хăш вăхăтра та 2-3 техника ĕçе тухма хатĕр. Çил-тăман алхасма тытăнсан пурне те чĕнсе илеççĕ. Çур çĕр иртнĕ-и, кăнтьăрла-и _ КамАЗсем юра хырма пуçăнаççĕ. _ Çула тасатманнипе автобуссем рейса тухманни пулман. Пирĕн ĕçе çул-йĕр инспекторĕсемпе ытти органсем тĕрĕслесех тăраççĕ, çавăнпа та хамăра шаннă лаптăксене вăхăтра тирпейлеме тăрăшатпăр. Хăш-пĕр чухне çынсем ăнланса пĕтермесĕр пире айăпласа шăнкăравлаççĕ. Ун пек чухне эпир тỹрех техникăна çавăнта кăларса яратпăр. Тĕрĕссипе çула пирĕн тасатмалла мар, апла пулин те çынсене пулăшас тĕллевпе техника вĕсемшĕн ĕçлет, _ тет федераци трассишĕн яваплă И. Тазюков мастер.

Хăть хăш ĕçре те пăшăрхантараканни, чуна ыраттараканни пур. Çул-йĕр ĕçченĕсене уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем картишĕнчи, хапха умĕнчи юра çул çинех тăкни тарăхтарать. Çакăн пек тĕслĕхсене ирĕксĕрех сăн ỹкерттерсе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе çул-йĕр инспекторĕсем патне çитерме тивет. Малашне çакăн пек хăйне евĕр преступленишĕн çынсен сахалах мар укçа тỹлеме тивет. Авари пулсан вара тỹрех çулшăн яваплисене явап тыттараççĕ. Кунта тĕрĕссипе вĕсем мĕнпе айăплă? _ тет И. Тазюков.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика