АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стройра _ çамрăк армеецсем

03 февраля 2017 г.

Раççейри ачасемпе çамрăксен "Юнармия" çарпа патриотла юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн пĕрремĕш слечĕ çамрăк "салтаксемшĕн" асра юлмалли мероприяти пулчĕ. Çамрăксем тупа туса, аллисене чĕри çине хурса "Юнармия" ретне тăчĕç. Çав ятпа вĕсене район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов саламларĕ. Марат Минсеитович каччăсемпе хĕрсем хăйсен мăн аслашшĕсемпе кукашшĕсем туса çитерейменнине малалла тăсасса, çитĕнекен ăру вăрçă тата ĕç ветеранĕсене адреслă пулăшу пама явăçасса, палăксемпе обелисксен таврашне тирпей-илем кĕртсе тăрасса, волонтерсен юхăмне анлăн хутшăнасса шаннине палăртрĕ.

Патăрьел тата Шăмăршă ра-йонĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов та слета хутшăнакансем çĕршывăн тивĕçлĕ хỹтĕлевçисем пулса çитĕнессе ĕненчĕ.

Афганистан ветеранĕсен канашĕн обществăлла организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ Ф. Сулейманов пирĕн район çамрăкĕсем республикăри "Зарница" тата "Орленок" çарпа патриотла вăйăсене çуллен хутшăннине каларĕ. Вĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илнине асăнчĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Афганистан çĕрĕ çинче алла хĕç-пăшал тытса мирлĕ халăха хỹтĕлени - çамрăксенче хỹтĕлевçĕ, патриот туйăмне вăратрах пулĕ.

_ Юнармия ретне тăни патриотла воспитани илес енĕпе кирлĕ хăнăхусем парать. Çутă малашлăхшăн тăрăшакансем чăн малтан йĕркене хăнăхаççĕ. Малта пулма йывăр, анчах хисеплĕ, _ терĕ сăмах илсе "Морское братство" тата "Пограничное братство" обществăлла организацисен районти уйрăмĕн ертỹçи Н. Раськин, отставкăри II рангри капитан.

Виççĕмĕш округри Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн благочиннăйĕ, Первомайски чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей вĕренекенсене пил пачĕ.

Тупа сăмахĕсем те витĕмлĕн тухрĕç. Районти çар комиссарĕ Е. Семенов çамрăк армеецсен вырăнти штабĕн начальникне В. Антипова (Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул учительне) ялав пачĕ. Çамрăк армеецсен юхăмĕ пирĕн районта анлăн сарăлса каясса шаннине палăртрĕç райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, вырăнти ДОСААФ уйрăмĕн председателĕ Е. Алешев, тĕрлĕ обществăлла организацисен районти уйрăмĕн членĕсем тата ыттисем те.

Çамрăк армеецсен Гимнĕ янăранă хыççăн юхăм пирки кăтартнă слайдсем, ачасен ăсталăх шкулĕнче вĕренекен Е. Новожиловăпа В. Салихова шăрантарнă юрăсем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кадетсен класĕн воспитанникĕсен бал ташши ачасен пултарулăхне, хастарлăхне тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Тăван çĕршыв сывă пулсан, тăван йăву та пулĕ сан

Тăван çĕршыва куç шăрçине сыхланă пек сыхла

(Ваттисен сăмахĕсем).

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика