АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнчери "эрешмен карти" усăллă çеç пултăр-и?

03 февраля 2017 г.

 Кунран-кун сарăлса пыракан Интернет тетелĕ хăйĕн серепине миллионшар çынна явăçтарать. Вĕсенчен пысăк пайĕ _ ачасем. Çитĕннĕ çынсем ытларах чухне Интернетпа ĕçпе усă кураççĕ пулсан, ачасем вара унта выляççĕ, паллашаççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, юрăсем итлеççĕ, кинофильмсем пăхаççĕ... Паллах, уроксем тунă чухне те кирлĕ информаципе пулăшать вăл. Халĕ тата суту-илỹ сайчĕсем нумайланса кайрĕç. Ниçта тухмасăрах кирлĕ тавара суйласа илме пулать, ăна киле килсех параççĕ. Кĕмĕлне кăна вăхăтра куçарса пар. 21-мĕш ĕмĕрте компьютер пирĕншĕн "воспитатель", "учитель", "юлташ", "пулăшакан" тата ытти те. Апла пулсан, мĕншĕн-ха çакăн пек усăллă, нумай ĕçре кирлĕ Интернет тепĕр енчен хăрушлăх кăларса тăратать?

Çапла, усал шухăшлă çынсем, мошенниксем кунта та "çывăрмаççĕ". Вĕсем сайтсем çинче тĕрлĕ астармăш ушкăнсем пуçтараççĕ, ăс-тăн енчен çирĕпленсех çитмен çамрăксене илĕртсе сăн ỹкерчĕксем вырнаçтараççĕ, çырусем çыраççĕ... Вĕсен хушшинче сектăсенчен пуçласа хăйсене хăйсем вилĕм патне илсе çитермелли информаци таранах пур. Çавăнпах ĕнтĕ Интернета пĕтĕм тĕнчери "эрешмен карти" тесе те калаççĕ. Чăнах та, чăн-чăн эрешмен пекех вăл хăйĕн серепине "çаклатать", шалалла та шалалла "сĕтĕрет". Çакă ачасемшĕн хăрушлăх кăларса ан тăраттăр тесен пирĕн _ ашшĕ-амăшĕн, учительсемпе воспитательсен _ темиçе правилăна мала хумалла. Чи малтанах компьютер, планшет çине иккĕлентерекен сайтсемпе усă курмалла мар ятарлă программа ("Родительский контроль") лартмалла. Унтан ачасемпе Интернет усăллă е усăллă маррине сỹтсе явмалла, вĕренỹре кирлĕ кăсăклă сайтсемпе паллаштармалла. Çавăн пекех кунне мĕн вăхăт Интернетра ирттермелли пирки малтанах палăртса хумалла. Çакăн пирки ачасене тĕплĕн ăнлантармалла. Сыхланакана Турă сыхлать, тенĕ. Темĕн те пĕлекен, йывăр ыйтусене те хурав паракан Интернет тетелĕ аслисемшĕн те, ачасемшĕн те хăрушлăх пулса ан тăтăр.

Наталия НИКИТИНА.

Чи кирли:

палламан çынсен çырăвĕсем çине хуравламалла, килти адреса, телефон номерне никама та пĕлтермелле мар, ют çынсене сăн ỹкерчĕксем ярса памалла мар!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика