АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă, пĕчĕк коллективăн ĕçĕ яваплă

07 февраля 2017 г.

"Чи малтан сăмах пулнă", _ тесе çырнă Таса Евангелире. Çук, ку каларăша эпĕ пĕрре те хирĕçлеместĕп. Çапах та ман шутпа чи малтан шухăш çуралнă пек туйăнать. Этем чи малтан шухăшлать, кайран ĕçне тăвать. Шухăшламасăр ĕç тытса тăвакансем те пур паллах. Анчах та кун пек чухне пурте тирпейлĕ пулса тухĕ-ши? Эпĕ те çак статьяна çырма пуçличчен малтан пуçăмра шухăш çăмхине сỹтрĕм. Кашни кун курса калаçакан, пĕр ĕç тăвакан ĕçтешĕмсене пурне те тепĕр хут куç умне кăлартăм. Çак коллективра 5-мĕш çул çеç вăй хуратăп пулин те вĕсем маншăн пĕр çемье пекех. Пĕр-пĕрне куçран пăхсах мĕнле кăмăлпа ĕçе килнине пĕлетпĕр, тунтикун канмалли кунсене епле ирттерни çинчен калаçатпăр, кашнийĕн хуйхи-суйхине, савăнăçне пĕрле пайлатпăр. Мĕнрен пĕр çемье мар?

Халăхра çỹрекен сăмах тăрăх, творчество çыннисем ыттисенчен кăштах урăхларах. Çак сăмахсене асра тытса эпĕ редакцине пĕрремĕш кун ĕçе килнĕ чухне кăштах шиклентĕм. Мĕнле йышăнаççĕ-ши мана кунта, урлă пăхмĕç-ши? Кун вĕçленнĕ çĕре пĕтĕм пăлхану иртсе кайрĕ, кашнийĕ пулăшма тăрăшрĕ, малтанхи хумханăва йăлтах сирчĕç. Манăн вĕсенчен вĕренмелли питĕ нумай пулчĕ: Альбина Егорова кирек епле ĕçе те кĕске хушăра, пахалăхлă, оперативлă пурнăçлама, Ольга Павлова тĕплĕн шухăшлама, çыру пайĕнчи Альбина Астраханцева çынсемпе хутшăнса калаçма, чи кирлĕ инфомацие çеç ыйтса пĕлме вĕрентрĕç. Эпĕ ĕçе килнĕ чухнехи тĕп редактор Святослав Перепелкин (йывăр тăпри çăмăл пултăр) хăй нумай çул шкулта чăваш чĕлхине вĕрентнине пулах-тăр, йăнăшсăр çырма, вĕсене курма хăнăхтарчĕ. Хаçат чĕлхи калаçу чĕлхинчен нумай уйрăлса тăрать: пĕр статьяна информаци шайĕнче кăна, теприне вара чуна пырса тивмелле çырмалла, виççĕмĕшĕ анализ- тĕпчев материалĕ пулнипе паха. Çак уйрăмлăхсем, журналистика вăрттăнлăхĕ, калем ăстисен явап- лăхĕ çинчен вара кунта нумай çул ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури Николай Ларионов тĕплĕн ăнлантарса панăччĕ. Опытлă та пултаруллă журналист сăмахĕсене яланах асра тытатăп.

Хальхи тĕп редактор Нина Мазякова вара коллектива пĕр ушкăнра пулма, йывăрлăхсенче те пуçа усмасăр малалла талпăнма хăнăхтарать. Тутарла дубляжри пай редакторĕнчен Гелгеня Чинкинаран та тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп: кирек мĕнле статьяна та кĕске хушăрах, ура çинче тенĕ пекех, тутарла куçарса хурать. Чĕлхи те пуян, ытарлă.

Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă, тенĕ евĕр, пирĕн пĕчĕк коллектив та "тутлă çимĕç" тăвать. Журналистсем çĕнĕ хыпарсене хатĕрлесе çеç параççĕ, Ираида Кошкинапа Алсу Купкенова операторсем материалсене, сăн ỹкерчĕксене илемлĕн çеç вырнаçтарса лартаççĕ, халăха пăхса, вуласа савăнмалли "чун апачĕ" туса та хураççĕ. Кашнийĕ хăйĕн ĕçне пĕлсе тăвать, аслă çынсен, ачасен интересĕсене тĕпе хурса ĕçлет. Ахальтен мар ĕнтĕ çултан-çул редакци ĕçченĕ-сем тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене, дипломсене тивĕçеççĕ, подписчиксен йышĕ те хутшăнсах пырать. Ан тив, ĕçне тунă чухне йывăр та пуль, ăшă сăмахсем илтсен веçех манăçать. Тата та тăрăшулăрах ĕçлес, шаннă тивĕçе тĕплĕн пурнăçлас килет.

Журналист хăйĕн блокнотне кашни кун çĕнĕ хыпарсемпе пуянлатмалла. Пирĕн редакци журналисчĕсен вăл темиçешер те пулса кайнă. Эпĕ вара шурă хута хуратма пуçланă çеç-ха... Çапах та шанатăп: çакнашкал опытлă ĕçченсем хушшинче çыру ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене те алла илĕп, йĕрке хыççăн йĕрке çырса хамăн пухмача пуянлатăп. Юратнă ĕçтешĕмсене район Пичечĕн кунĕпе ăшшăн саламлатăп. Малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлессе шанатăп.

Наталия НИКИТИНА, "Авангард" хаçат редакцийĕнчи ĕç опычĕпе чи çамрăк журналист.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика