АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан çулăхтăр наркомани

07 февраля 2017 г.

 Районта çамрăксем хушшинче наркомание, алкоголизма, пирус туртнине сивлес енĕпе профилактика кунĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи наркотика хирĕç кĕрешекен комисси, мăсăльман тĕн управленийĕ, Мускав Патриархĕн Улатăр Епархийĕн центрĕ, общество палати тата район администрацийĕ йĕркелерĕ. Çавна май пирĕн района Республика Пуçлăхĕн администраци ертỹçин çумĕ А. Метелкин, мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов, сывлăх министерствин тĕп наркологĕ И. Булыгина, общество палатинчи культура, этноконфенси хутшăнăвĕсен тата информаци политики комиссийĕн председателĕ З. Паршагина, регионти "Сывлăхлă наци" общество организацин председателĕ К. Лукин, шалти ĕçсен министерствин аслă уполномоченнăйĕ О. Якунина, Улатăр епархийĕн пай ертỹçи С. Горохов, С. Шабай иерей тата ыттисем килчĕç.

Хăнасем Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинче çамрăксемпе, студентсемпе, волонтерсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Вĕсем çитĕнекен ăрăва алкоголизмпа наркотик мĕнле сиен кỹнине ăнлантарчĕç. Сăмах илнисем каччăсемпе хĕрсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, спортпа çывăх пулма сĕнчĕç.

Чи хастаррисене Чăваш Республика Пуçлăхĕ кăларнă хушупа килĕшỹллĕн стипенди илме май паракан свидетельствăсене пачĕç.

Профилактика кунĕн малалли пайĕ И. Ульянов ячĕллĕ университетăн Патăрьелĕнчи филиалĕн конференц-залĕнче тăсăлчĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вĕрентỹ учрежденийĕсен представителĕсем, культура учрежденийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Мероприятие пĕтĕмлетсе район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов çак шайри тĕл пулу хăйĕн витĕмне кỹрсе çамрăксене тĕрĕс çул-йĕрпе утма шантарасса çирĕплетсех каларĕ.

(Хамăр корр)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика