07 февраля 2017 г.
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ĕçченĕсем черетлĕ видеоконференцире аслă ăрури çынсене 2017 çулта патшалăх паракан тивĕçлĕ пулăшу çинчен калаçу пуçарчĕç. Уйрăм управляющийĕ Р. Кондратьева малтанах Чă-ваш Енри пенсионерсем кăрлач уйăхĕнче пĕр хутчен паракан 5 пин тенкĕне пурте илни çинчен пĕлтерчĕ.
2015 çултанпа тытăнса пыракан пенси формулипе килĕшỹл-лĕн, страхлав пенсине илес тесен çыннăн тивĕçлĕ канăва кайма çул çитни çеç çителĕксĕр. Унăн 8 çул ĕç стажĕ тата 11,4 пенси балĕ пухмалла. Вĕсем тата çулсерен (2025 çула çитиччен) ỹссе пыраççĕ. Енчен те çак кăтартусем пулмасан хĕрарăмсем тивĕçлĕ канăва 60 çула, арçынсем 65 çула çитмесĕр тухаймаççĕ.
Раççей Федераци Правительствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен ватăлăхпа, сусăрлăхпа, пăхса çитĕнтерекене çухатнипе илекен страхлав пенсийĕ (ĕçлемен пенсионерсен) 5,4 процент чухлĕ ỹсет. Çакă районти тивĕçлĕ канăва тухнă 9746 çынна пырса тивет. Е мĕн пур пенсионерсен 88 проценчĕн ỹсет.
Ĕçлекен пенсионерсене вара августăн 1-мĕшĕнчен хушса пама палăртаççĕ.
Федераллă çăмăллăхпа усă куракансен (сусăрсен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен, çар ĕçĕсене хутшăннисен, тăлăха юлнă мăшăрĕсен, радиаци катастрофине сирме пулăшнисен тата ытти хăш-пĕр категорири граждансен) укçа тỹ-левĕ (вăтамран 116 тенкĕ) тата соцпакет хакĕ ỹсет. Соцпакет 1048, 97 пуспа танлашать. Районта çак çăмăллăхпа 3971 çын усă курать.
Роза Алексеевна çĕнĕлĕхсене аслă ăрурисем информаци рессурсĕсем урлă пĕлме пултарнине те палăртрĕ. Кам компьютера алла илеймен, вĕсен унпа ĕçлеме вĕренме майсем пур. Ку енĕпе вырăнти социаллă хỹтлĕх пайĕсене ыйтупа тухмалла. Çак ĕçе вĕрентỹ организацийĕсене, библиотекăсене явăçтарма пултараççĕ.
Черетлĕ видеоконференцие районти пенсионерсен, инвалидсен, куç курманнисен, ĕç ветеранĕсен канашĕн яваплă çыннисем хутшăнчĕç, тивĕçлĕ хуравсем илчĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)