07 февраля 2017 г.
Шел пулин те, паян тĕрлĕ сăлтавпа пурнăçри чи çывăх çынсемсĕр _ ашшĕпе амăшĕсĕр _ ỹсекен ачасем те сахал мар. Тавах патшалăха, çак ушкăна çакланнă тăлăхсене вăл пур енлĕн пулăшать: хỹтлĕхне те тупать, хăтлăхпа та тивĕçтерет...
Паянхи куна пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ çулти 123 ача опекăпа попечительсен аллинче воспитани илеççĕ. Шанчăклă çемьере ăшăлăх тупнăскерсем, чылайăшĕ вĕсене хăйсене чун панă ашшĕпе амăш вырăннех туяççĕ. Пĕлтĕр те районта тăватă ачана çемьесене вырнаçтарнă.
Районти опекăпа попечительсен органĕ йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ ачасене хăйсен ăшă "çуначĕ" айне илес кăмăллисемпе паян та пĕр чĕлхе тупма пултарать. Анчах та малтан ырă та пархатарлă çул-йĕр суйласа илнисемпе калаçу йĕркелет, вĕсене ятарлă программăпа пур енлĕн хатĕрлет. Хальхи вăхăтра шăпах çакнашкал вĕрентỹ пырать те. Вăл мартăн 4-мĕшĕчченех тăсăлать. Çавăнпа та Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче пĕр-пĕр тăлăха хỹтлĕхе илес текенсем малтанхи консультацие илме 6-24-20 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ.
"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)