АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăла-йĕрке упрантăр

10 февраля 2017 г.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Раççей халăхĕ йывăрпа вăй илсе пынă. Çавна пула çынсенчен чылайăшĕ хăйсем çуралнă вырăнсенчен Çĕпĕр çĕрĕ çине куçса кайнă. Унта яланлăхах тĕпленсе юлнă. Çапла чăваш ялĕсем çуралнă.

Чăваш уесĕсенче вăл вăхăтра халăха темиçе теçеттин çĕр çеç лекнĕ пулсан Тюменьре вара 30-40 теçеттин таранччен панă. Анчах вăрманне касмалла пулнă. Малтанхи çулсенче чылайăшĕ çĕр пỹртсенче хĕл каçнă.

Кунашкал пулăмсем Н. Хрущев вăхăтĕнче те пулчĕç. Çерем çĕрне уçма чĕнекен лозунгпа пирĕн таврари чăвашсем те Красноярск крайне, Тюмень облаçне, Казахстана куçса кайрĕç. Астăватăп-ха, пирĕн кỹршĕ Тихон Сыхов 5-6 çамрăк ачипе тăванĕ- сенчен, ял-йышран уйрăлса çĕнĕ çĕре кайрĕ.

Тюмень облаçĕнчи Ярково сали чи пысăкки шутланать. Чукун çул, газ тата нефть пăрăхĕ-сем иртеççĕ. Шывра пулă хуçалăхĕ аталанать. Урамĕсем хулари пек, çỹллĕ çуртсем. Унта чăвашсем нумай пурăнаççĕ.

Çĕпĕр çĕрĕ çинчи шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентмеççĕ пулсан та савăнăçлă каçсене, туйсене чăвашла ирттереççĕ. Тюмень облаçĕнчи "Тăван" ассоциацине Красноармейски районĕнчен кайнă И. Архипов ертсе пырать. Горьковка ялĕнче пултарулăх çурчĕ пур вĕсен. Унта çамрăк мăшăрсене савăнăçлă лару-тăрура регистрацилеççĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене чыслаççĕ, фольклор ушкăнĕсем ĕçлеççĕ.

2006 çулта кунта Хусан консерваторинчен вĕренсе тухнă Н. Никоноров тăрăшнă. "Жемчужина России" тесе асра тытаççĕ Николай Михайловича.

Валери Туркайпа Анатолий Смолин (йывăр тăпри çăмăл пултăр) поэтсем чăваш делегацийĕпе пĕрле Тюмень хулинче ирттернĕ "Чăваш культурин кунĕ-сем" хыççăн та Н. Никоноров палăрмаллах пысăк ĕç тунине палăртрĕç.

Николай Михайлович чăнах та "Тăван", "Йăмра", "Тантăш", "Шурăмпуç" халăх фольклор ушкăнĕсем йĕркеленĕ. 2006 çулта çемье çавăрнă. Мăшăрĕ, А. Хитрова, Кĕçĕн Арапуç ялĕнче кун çути курнă. Антонина Николаевна Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин фольклор уйрăмĕнче ăс пухнă. Пепкисене те юрă-кĕвĕ тĕнчине илсе кĕрес тĕллевпе ĕçлеççĕ.

Чăваш наци культурине малалла аталантарас тата сыхласа хăварас тĕлĕшпе ырми-канми ĕçленĕшĕн Н. Никонорова Тав çырăвĕсем, тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсем сахал мар панă. Вăл Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.Çын çĕр-аннемĕр вăй-хал панипе, çутă тĕнче ытамĕнче пурăнса хăй хыççăн ятлă-сумлă ĕç хăварма тивĕçлĕ. Çакă çамрăк ăру валли те чăн-чăн парне пулĕччĕ.

Районта 56 ял пирĕн. Вĕсенче чылайăшĕнче хăтлă культура керменĕсем илем кỹрсе лараççĕ. Кашнийĕшĕнче пĕрер е икшер çын ĕçлет. Урăхла каласан 56-112 çын патшалăхран ĕç укçи илсе тăрать. Районта фольклор ушкăнĕсем те сахал мар. Вĕсен ертỹçисем чылайăшĕ опытлă. Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче хамăр йăла-йĕркене çухалма парас марччĕ, вĕсене çамрăк ăру патне çитересчĕ. Ку енĕпе, паллах, культура ĕçченĕ-сен çанă тавăрмалăх пур. Çут ĕмĕтпе пурăнма вĕренмелле, çамрăксемпе ĕçлемелле. Кунта Н. Никоноровран тĕслĕх илмелли пурах.

В. МИХАЙЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика