АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун апатне" _ ыркăмăллăхпа

10 февраля 2017 г.

Интернет ĕмĕрĕ çултан-çул вăй илсе пырать пулин те, хальхи вăхăтра та хаçат-журнала "чун апачĕ" вырăнне йышăнакансем сахал мар. Тĕрлĕ издание ĕлĕкхиллех нумай çырăнса илекен çемьесем пулни савăнтарать. Районти хăш-пĕр ертỹçĕсем вара хăйсен ĕç коллективне, производствăра малта пыракансене район хаçатне çырăнса парса хавхалантарни те пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов, акционерсен "Батыревский" хупă обществин, "Красное знамя" хуçалăх ертỹçисем П. Ялуковпа П. Никифоров ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ.

Çак кунсенче çеç тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 12 вулавăш валли "Республика" хаçат çырăнса панă. Малашне Алманчăсем, Аслă Чеменсем, Кзыл-Чишмасем, Нăрваш Шăхальсем, Первомайскисем, Шăхачсем, Кивĕ Ахпỹртсем, Анат Туçасем, Турхансем, Тутар Сăкăтсемпе Шăнкăртамсем библиотекăсенче "Авангардри" район хыпарĕсемпе çеç мар, "Республика" хаçатра Чăваш Ен пирки çырнă информацисемпе те вăхăтра паллашма пултараççĕ. Çакăншăн тав тăваççĕ те вĕсем "халăх тарçине".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика