АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕлле хуртне паян та пулăшу кирлĕ

10 февраля 2017 г.

Сивĕ кунсем вĕлле хурчĕсемшĕн яланах йывăр вăхăт пулнăран вĕсене пулăшмалла. Уйрăмах хĕлĕн юлашки уйăхĕнче тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен ваттисем çуркуннеччен тỹсеймеççĕ _ вилеççĕ. Çавна май аялти лоток хупланать, сывлăш кĕрейми пулать.

Çуркунне çывхарнă май амасем çăвăрсем сапаççĕ, вĕсене таса сывлăш ытларах кирлĕ. Çакна шута илсе аялти лотока питĕ асăрханса тасатмалла. Шăк-шак тутарсан, ытлашши сас кăларсан вĕлле хурчĕсем хускалма, тухса вилме, нумайрах çиме пултараççĕ. Ытлашши апатлансан каяшĕпе пĕрремĕш вĕçев тăвиччен вĕллене шалтан вараласа пĕтереççĕ.

Иртнĕ çул, юлашки 5 çулпа танлаштарсан, пыл юхтарассипе йывăррисенчен пĕри пулчĕ. Ытти чухне вăрманта вырнаçнă утарсенче пĕр вĕллерен пыл илесси хире лартнисенчен пысăкрахчĕ, пĕлтĕр вара урăхларах килчĕ. Тĕп сăлтавĕ _ çăка çеçке çурнă вăхăтра çанталăк сивĕтсе кайни, çил çурçĕртен вĕрни, çумăр çуни.

Уйра пыл вăхăчĕ каярах çитет. 2016 çулта кунсем питĕ лайăх тăчĕç, уйрăмах люцерна иккĕмĕш хут чечеке ларнă чухне. Наука вĕрентнĕ тăрăх, нумай çул ỹсекен курăк иккĕмĕш хут çеçке çурнă самантра нек-тар нумай кăларать. Каçсем ăшă тăни, тăпрара нỹр пурри те продукци ытларах илме май пачĕ.

Районти хуçалăхсем юлашки çулсенче пыл паракан ỹсен-тăран нумай акни те пире, утарçăсене, савăнтарать. Сăмахран, хĕвелçаврăнăш пин гектар ытла йышăннăччĕ. Унсăр пуçне фермер хуçалăхĕсем хуратул çитĕнтерме пикенчĕç.

Хальхи вăхăтра вĕлле хурчĕ- сене канди парса пулăшмалла, мĕншĕн тесен вĕсем пĕр çĕре чăмăртаннăран айккине кайса апат илеймеççĕ.

Хурт-хăмăрçăсемпе çулленех çулталăкра икĕ хут канашлу ирттеретпĕр. Çитес вăхăтра, февралĕн 21-мĕшĕнче, ăна Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче (унчченхи професси училищи) "Вĕлле хуртне пулăш" ятпа йĕркелеме палăртнă. Пĕрлех пыл конкурсĕ те пулать, унта пур утарçă та хутшăнаять. Семинар-канашлăва Мускав, Рязань, Ульяновск хулисенчен те килеççĕ. Варроатоз, акарапидоз чирĕ-сем çинчен те сăмах пуçарăпăр.

Н. ПИРОЖКОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика