АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăк пиртен пулăшу кĕтет

10 февраля 2017 г.

2017 çула Раççей Президенчĕ Экологи çулталăкĕ тесе ят пачĕ. Çут çанталăка упрассишĕн тата ăна хỹтĕлессишĕн кашни çыннăн тăрăшмаллине пĕлтерет çакă. Шел пулин те, юлашки çулсенче кун пирки манса пыратпăр пек туйăнать. Ара, ăçта ан пăх _ унта çỹп-çап! Уй-хир тĕрĕслевĕ вăхă- тĕнче ялсем чиккипе лартнă йывăçсен речĕпе иртсе кайнă чухне тасамарлăха курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн: ăпăр-тапăр тултарнă япаласем миххи-миххипе выртаççĕ. Хăшĕ-пĕрне йытăсем çурса-вакласах пĕтернĕ. Эй, тамаша, мĕн кăна çук-ши вĕсенче? Ача-пăча памперсĕнчен пуçласа тăхăнма пăрахнă тум-тир, пĕр хут усă курмалли савăт-сапа... Инçетри вырăна çынсем çуран çỹременни каламасăрах паллă, çула май килсе пăрахса хăвараççĕ-ши?

Вăрмансемпе катасенче те халь тем те курма пулать. Симĕс "ресторана" канма каякансем темшĕн хăйсем хыççăн пуçтарса хăвармалли пирки "манаççĕ". Паллаканăм каласа пани халĕ те асрах-ха. Пĕр çулхине çулла вĕсем патне тăванĕсем Камчаткăранах килнĕ. Уçăлмалла кăмпана кайма шут тытнă хайхисем. Елчĕкрен килнĕ чухне Патăрьелне çитиччен тăрса юлакан хырлăха çитнĕ. Çĕр айĕнчен мăкăрăлса тухакан çимĕçе пĕрре те тупайман. Ун вырăнне унта та кунта йăваланса выртакан ăпăр-тапăрпа чутах такăнса ỹкмен... Çывăх çыннисем умĕнче мăшăрĕпе иккĕшĕн те çакăншăн пичĕсем хĕрелнĕ.

Тепĕр тĕслĕх. Пĕринче редакцине Кивĕ Катек хĕрарăмĕ кĕчĕ. Чун тарăхăвне вăл хут çинех çырнă. Пăла çывăхĕнчи урамра пурăнаканскере кунти çерем çине тем те пĕр илсе пырса тăкнăран çулла лайăх мар шăршă сарăлнине пĕлтернĕ. "Ку сывлăхшăн питĕ сиенлĕ: ачасемшĕн те, ваттисемшĕн те. Хамăра упрамастпăр. Çав вырăна тасатса яваплă çын лартма май çук-ши? Видеокамера вырнаçтарма хаклă терĕç", _ тенĕ çырура. Тĕрĕсех пăшăрханать автор. Вырăнти влаçăн çакнашкал ыйтусемпе ĕçлемеллех.

Февралĕн виççĕмĕшĕнче районăн 2016 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç. 2017 çулхи тĕллевсене палăртнă чухне район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов ял тăрăх пуçлăхĕсене санкцилемен çỹп-çап куписемпе ăпăр-тапăр тăкакан вырăнсене пĕтерессипе, шыв çывăхĕсене тирпейлĕх кĕртессипе çине тăрсах ĕçлемеллине пусарсах каларĕ. Кăçал, Экологи çулталăкĕнче, кашни ял тăрăхĕнче хытă каяшсене пухассине тивĕçлĕ шайра йĕркелессе шанас килет. Ун чухне вăрман çывăхне те, юхан шыв хĕррине те варалакансем сахалланĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика