10 февраля 2017 г.
Февралĕн 8-мĕшĕнче районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнăранпа 86 çул çитрĕ. Çак ятпа редакци ĕçченĕсене, калем ветеранĕ- сене, обществăлла корреспондентсене район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ, творчество ушкăнне малашне те вулакан умĕнче ят-сум, хисеп çĕнсе илме пысăк ăнăçу сунчĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе хаçатăн çуралнă кунĕнче редакци пуçарăвĕпе йĕркеленсе кайнă "Çулталăк çынни" конкурс çĕнтерỹçине те чысларĕç. Вулакана аса илтеретпĕр: асăннă конкурс кăçалхипе 14-мĕш хут иртрĕ. Ку таранччен конкурса тĕрлĕ сферăра тăрăшакан пултаруллă та кăтартуллă 156 çын хутшăнчĕ. Кăçал старт илнĕ тупăшура вунă кандидатура пулчĕ. Вĕсемпе маларах хаçатра паллаштарнăччĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Конкурс хĕрỹ те çивĕч пулнăран комисси членĕсене ĕçлеме те çăмăлах пулмарĕ. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта музыка учителĕнче тăрăшакан Петр Никитиншăн, Ыхра Çырминчи фермер хуçалăх ертỹçи Решит Санзяповшăн, тĕп больницăри Тамара Рубцова врач-терапевтшăн, район администрацийĕн вĕрентỹ управленийĕн тĕп бухгалтерĕ Светлана Яковлевашăн хăйсен сассине панă çынсем уйрăмах йышлă. Çулталăк çынни пулма тивĕçлĕ кандидатсемпе халăх кăмăллă пулни, вĕсен ĕçне хак пани те паха. Шел пулин те, кирек мĕнле ăмăртура та пьедесталăн чи çỹл-лĕ картлашки çине хăпарма пĕр çын çеç тивĕçет. Кăçалхи конкурс çĕнтерỹçи _ Олег Лаврентьев предприниматель.
Олег Александровича "Çулталăк çынни _ 2016" хисеплĕ ята тивĕçнĕ ятпа район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Н. Мазякова, пичет ĕçĕн ветеранĕсем, тĕрлĕ çулта тĕп редакторта тăрăшнă А. Салминпа Н. Ларионов, Па- тăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ (2014 çулта "Çулталăк çынни" ята илнĕ) Н. Андреева тата ыттисем те саламларĕç.
Кĕскен конкурс çĕнтерỹçи пирки.
О. Лаврентьев Сăкăтра çуралса ỹснĕ, Патăрьелĕнче пурăнать, çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Услам ĕçне шăп та лăп 20 çул каялла кỹлĕннĕ. "Стройдом" магазин хуçин çитĕнĕвĕсемпе, халăхшăн тунă ĕçĕсемпе тата малашлăх планĕсемпе хаçатăн çывăх номерĕсенче тĕплĕнрех çутатăпăр.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)