10 февраля 2017 г.
"Атте-анне пилне асра тытса пирĕн паян çамрăк ăрăва хамăрăн культурăна хисеплеме хăнăхтармалла, хатĕррипе усă куракансене мар, çĕннине тума пултаракансене пăхса çитĕнтермелле", _ çапла палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура. Хамăрăн культурăна хамăр хисеплемеллех. Йăла-йĕркене йăхран-йăха куçарса пыни _ халăхăмăрăн малашлăх çулне уçни. Çакна шăпах паян тумалла. Ку енĕпе районти чылай ялта тивĕçлипе ĕçлесе пыраççĕ. Ял уявĕсене те хисеплĕ ирттереççĕ: пĕрисем Питравра, теприсем Микулара, виççĕмĕшĕсем Çăварнинче пĕрле пухăнаççĕ.
Вырăнсенче йĕркеленĕ фольклор ушкăнĕсем мĕн тери ырă ĕç тăваççĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче вĕсем культура çурчĕсене пухăнса репетицисем ирттереççĕ. Калăпланса çитсен вара сцена çине концертпа тухаççĕ. Кам пĕлмест пулĕ Çĕньялти "Илем", Нăрваш Шăхалĕнчи "Утмăлтурат", Первомайскинчи "Шуçăм", Кивĕ Катекри "Самана"... ушкăнсене. Кивĕ Катекре ертỹçĕ пулса В. Ларионов ĕçлеме пуçлани нумай вăхăт та мар-ха. Анчах пултарулăхĕпе палăрма та ĕлкĕрчĕ. Иртнĕ çул район халăхне сцена çинчен мĕн чухлĕ савăнтармарĕç-ши? Хĕрарăмсен кунне, районти акатуй-сапантуя, ваттисен, Аннесен кунĕсене, Çĕнĕ çула тата ыттисене те асра юлмалла ирттерчĕç. Сцена çине тухакан ăстасем районти пĕр мероприятинчен те юлмаççĕ. "Самана" ушкăн концертпа кỹршĕ ялсене те сахал мар çỹрет. Кỹршĕллĕ Шăмăршă районне те çитрĕç вĕсем. Э. Порт- нов купăсçă кирек хăш кĕвве те илемлĕ кăларать, юрлама та маçтăр. Пĕрлех тата тепĕр юрăç та хутшăнчĕ. Амăшĕ, Елизавета Гурьевна, юрă-кĕвĕ ăсти. Шỹтлĕ сценкăсем лартма та ỹркенмест.
Каçхи репетицисене пĕчченшерĕн, çемьепе çỹрекенсем татах пур. Концертсене Елена Васильевна конферансье пулса ертсе пырать.
"Самана" кун-çул уттинчен юлмасть. Л. Терентьева, акă, чăвашра чапа тухнă тутар хĕрĕ Фарида юррисене чаплă шăрантарать. Иккĕмĕш Фарида теме те пулать ăна. Çĕнĕ юрăсене шырама та айккине каймаççĕ ансамбль членĕсем. Çак ялта çуралса ỹснĕ Валери"й Самойлов (Раштав) сахал мар çырнă юрă сăввисене.
Е. ГУРЬЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)