15 февраля 2017 г.
Пирĕн тăнăç пурнăçшăн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшакан полици сотрудникĕсен ĕçĕ çăмăл мар, çапах пархатарлă. Кирек мĕнле пулсан та кашни çулах районти шалти ĕçсен пайĕнчен Раççей ШĔМĕн аслă вĕренỹ учрежденийĕсене вĕренме каяс кăмăллисем тупăнсах тăраççĕ. Анчах пакунлă пулас тесен малтан самай тар тăкма, нушаланма, чылай йывăрлăхсене çĕнтерме, пысăк конкурс витĕр тухма тивет. Акă, иртнĕ çул вунă каччă район полицине çак ыйтупа тухнă. Вĕсенчен пĕри çеç конкурс условине тивĕçтернĕ, тỹресене çырлахтарнă темелле.
Теветкеллĕх _ яланах пархатарлă пулăм. Район полицийĕн кадрсемпе ĕçлекен сотрудникĕ В. Урукова хаçат редакцине çитернĕ хыпар тăрăх, хальхи вăхăтра шăпах юридика тĕлĕшĕпе аслă шкулсене вĕренме кайма ушкăн хатĕрлеççĕ. Хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхас, пакунлисен ушкăнне кĕрес ĕмĕтлисем паян-ыранах шухăшĕпе ĕмĕтне район полицине пĕлтермелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)