АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" ордена тивĕçнĕ

14 февраля 2017 г.

Ачасене тивĕçлĕ воспитани панăшăн тата çемьери йăла-йĕркене упранăшăн Раççей Президенчĕ В. Путин кăларнă Указпа килĕшỹллĕн Çĕмĕрлере пурăнакан Алексей Николаевичпа Наталья Владимировна Чумеринсем (ỹкерчĕкре) "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" ордена тивĕçнĕ.

Алексей Николаевич пирĕн районта, Пăлакасси ялĕнче çуралнă. Хальхи вăхăтра вăл Çĕмĕрле районĕнчи Хутар чиркĕвĕн настоятелĕ, протоиерей. Унăн мăшăрĕ те çак кĕлĕ çуртĕнчех ĕçлет.

Чумеринсен 11 ача. Аслисенчен иккĕшĕ ашшĕ-амăшĕн çулнех суйласа илнĕ. Мария Чулхулари Выксунскинчи духовнăй училищĕре, Дмитрий Ярослав облаçĕнчи Сергий Радонежский преподобнăй ячĕллĕ гимназинче ăс пухаççĕ. Владимир Хусанти патшалăх университетĕнче вĕренет. Екатерина, Петр, Серафима, Антоний, Иулиания, Сергей тата Иван шкула çỹреççĕ. Чи кĕçĕнни, Алексей, ача садне каять.

Çемьере яланах туслăх тата килĕшỹлĕх хуçаланать. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтараççĕ, çавăн пекех аслисем кĕçĕннисемшĕн те яваплă.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика