14 февраля 2017 г.
Çулленех районти географи учителĕсем фестивальсем ирттереççĕ. Ку хутĕнче вĕсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула пухăнчĕç. Вĕрентекенсем унта уçă уроксемпе класс тулашĕнчи мероприятисем ирттерчĕç. Ăна экологи çулталăкĕпе çыхăнтарни те кăмăллă.
Эксперт комиссийĕ тишкерỹ тунă хыççăн 5 б класра А. Кузнецовăпа (географи) Т. Наумова (акăлчан чĕлхи) вĕрентекенсем "Çул çỹрев _ материксене" ирттернĕ сехет "Чи лайăх интеграциллĕ урок" номинацинче çĕнтерчĕ.
Шăнкăртамри Феизов профессор ячĕллĕ шкулти Г. Забирова (математика) тата Ф. Юнусова (географи) 8 класри "Астраханьтен _ Мускава çул çỹрев" тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти С. Кальметовпа (географи) А. Салмин (биологи) 9 класра ирттернĕ "Чăван Ен экологийĕ" ĕçĕсем призерсен шутне кĕме май пачĕç.
Турханти вăтам шкул учителĕ В. Баш- маков 8 классемпе "Çĕр тата шыв" темăна анлăн çутатса çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Çĕнĕ Ахпỹртри тĕп шкулти В. Артемьев "Виçĕ тинĕс вăрттăнлăхне" уçса парса призера тухрĕ.
"Чи лайăх экономика географийĕ" номинацире вара Хирти Пикшикри Э. Молотков хула тата ял халăхĕн пурнăçне анлăн çутатса палăрчĕ. Сăкăтри вăтам шкулти С. Елкин класс тулашĕнчи чи лайăх мероприятие ирттерме пултарчĕ.
Пĕтĕмлетỹре вĕрентекенсем малашлăхра экологи ыйтăвĕпе ĕçлессине пăхса тухрĕç. Аттестаци, "Наука. Ăслăлăх. Аталану" конференци, республика шайĕнче ирттернĕ олимпиада, фестиваль итогĕсене тишкерчĕç. Ç
ĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕç.
Л. КАРЯГИН .
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)