14 февраля 2017 г.
Этем пурнăçĕ йăлтах юрату çинче тытăнса тăрать: пĕри юрлама юратать, тепри техникăпа чакаланма, виççĕмĕшĕ ỹсен-тăран ỹстерме... Çавăн пекех çывăрма, тутлă пĕçерме, ỹкерме е тĕрлĕ япала ăсталама кăмăллакансем те нумай. Çапах чи-чи паха та пĕлтерĕшлĕ туйăм _ икĕ çын пĕр-пĕрне юратни.
Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче эпир Юратакансен кунне паллă тăватпăр. Урăхла каласан, çветтуй Валентин кунĕ. Кам-ха вăл çветтуй Валентин? Çветтуй Валентин праçникĕ пирĕн пата Хĕвел анăçĕнчен килнĕ. Историрен çакă паллă: ку ĕмĕр пуçламăшĕнче иккĕмĕш Юлий Клавдий император çамрăк арçынсене çемье çавăрма ирĕк паман. "Çемьеллĕ çын ытларах мăшăрĕпе ачисем çинчен шутлать, çар тивĕçне туллин пурнăçлаймасть", _ тенĕ вăл. Çапах та Валентин ятлă пачăшкă император Указне хирĕçлесе мăшăрланма шут тытнисене вăрттăн венчет тунă. Кун пирки Юлий Клавдий пĕлнĕ те пачăшкана тытса хупнă, нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче вĕлернĕ. Çакăнтанпа Валентина вĕлернĕ куна Юратакансен кунĕ теме пуçланă, пачăшкана вара çветтуйсен шутне кĕртнĕ.
Пурнăçра юратма пĕлекенсем çеç телейлĕ, теççĕ. Çапла, хăвăн чĕрỹнти ăшă сăмахсене калама, ырă туйăмсене килĕштерекен çынна систерме Валентин кунне кĕтсе тăраймăн. Тĕрĕссипе, çулталăкри 365 кун _ пурте вĕсем пĕр-пĕрне савакансен кунĕсем. Кăмăллакан çынсăр ирттернĕ пĕр кун та ĕмĕр тăсăлнăн туйăнать. Çавăнпа та пĕр-пĕр- не юратăр: уяв кунне кĕтсе тăмасăрах чечексем, парнесем парса хăвăрăн туйăмсем çинчен пĕлтерĕр, мăшăрланса ача-пăча çуратса ỹстерĕр, хăвăрăн юратăва ĕмĕр тăршшĕпех упрама тăрăшăр!
Наталия НИКИТИНА.
Хаклав Валентина Солдатова, Татмăшри пуçламăш шкул-ача сачĕн ертỹçи:
"Юратакансен кунне паллă тума пуçлани питĕ лайăх. Анчах та ытти кунсене та хăвăрăн çывăх çыннăрсене чĕререн тухакан пĕр ăшă сăмах каламасăр ирттерсе ярас марччĕ. Пĕр-пĕрне юратса та хисеплесе пурăнакансем çеç нимĕнле йывăрлăхран та хăрамаççĕ. Эпĕ пурне те _ Валентина вăл е Валентин, тен тата урăх ятлă _ çак уяв ячĕпе саламлатăп, туйăмăрсене упраса, пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса пурăнма сунатăп".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)