АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афганистан, Афганистан… Нихçан тухмастăн эс асран…

14 февраля 2017 г.

1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Афганистана Совет çарне кĕртме пуçланă. Вăрçă 10 çула тăсăлнă. 1989 çулхи феврлальте тин пирĕн салтаксене йăлтах илсе тухнă. Çак тапхăрта районти чылай каччă унта хăйсен çар тивĕçне пурнăçланă, анчах 7-шĕ моджахедсемпе çапăçса çап-çамрăклах, çут тĕнче илемне тăраниччен кураймасăрах ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.

Первомайскинче пурăнакан П. Павлов та 1986-1987 çулсенче Афганистанра службăра тăнă. Шăпа ăна тăван çĕршыва каялла чĕрĕ, сывă таврăнма пỹрнĕ. Тен, амăшĕн кĕлли те ĕнерхи шкул ачине вилĕмрен упранă... Турра ĕненекен хĕрарăм ывăлĕ мирлĕ вăхăтри вăрçа лекнине пĕлсенех куллен ун сывлăхĕшĕн çурта çутнă.

1985 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче Петр Аркадьевич салтак аттине тăхăнать. Канашран 100 ытла çынна тỹрех Хусана илсе каяççĕ. Кунтан Первомайски каччи Турк- менинчи Иолотаньри çар чаçне лекет. Шăпах çакăнтан вĕсене Афганистана ăсатнă. _

Поезд çине ларсанах Канаш ачи, вăл писарччĕ, пире Афганистана ярассине, документсем çине ДРА (Демократическая Республика Афганистан) тесе çырнине каларĕ. Малтанах унта лекнишĕн пăшăрханма пĕлмен, анчах тусем курăнма пуçласан чĕре хăвăрт-хăвăрт сикме пуçларĕ. Салтака кайиччен çар комиссаритĕнчен мана водителе вĕренме янăччĕ, çавна май çитсенех КамАЗ пачĕç. Пысăк машинăпа туллă-сăртлă çĕрте çỹ- реме хăнăхтарчĕç. "Марш _ 500 километр" теттĕмĕрччĕ эпир ăна, _ çарти малтанхи вăхăтсене аса илчĕ П. Павлов.

Февралĕн виççĕмĕшĕнче (1986 çул) кăнтăрла çамрăк салтаксене Афганистана чикĕ урлă илсе каçараççĕ. Виçĕ кунтан чăваш каччине КамАЗ параççĕ. Хăватлă техникăпа вăл çапăçу хирĕн-чи хамăрăн салтаксем патне снарядсем турттарма пуçлать, пĕрре кăна мар вилĕмрен çăлăнать. Кашни рейс уншăн та, ыттисемшĕн те юлашки пулма пултарнă... Çула яланах 50 ытла машинăран тăракан колоннăпа тухнă. Хăвăртлăха 40 çухрăмран ирттерме юраман. Водительсемпе юнашар офицерпа связист ларнă, вĕсем лару-тăру еплерех иккенне ыттисене пĕлтерсе пынă.

Ту çине хăпарма йывăррипе КамАЗăн хыçалти ураписене сăнчăрсемпе йăваланă. Чи кайран танк пынă, вăл машинăсене аялалла анса каясран сыхланă.

Çуралнă çĕршывран чылай аякра службăра тăнă пулсан та Петр Аркадьевич тăван чĕлхепе кашни кунах чунĕ каничченех калаçайнă. Вăл лекнĕ батальонра чăвашсем питĕ нумайăн пулнă. Çакă салтакăн пурнăçне кăштах çăмăллатнă.

18-20 çулхи яшсем палаткăсенче пурăннă. Каçхи сивĕсенче буржуйкăсем хутнă. Ăна çĕрĕпе те сỹнтерме юраман, çавна май черетпе вутă пăрахнă. Тутлă ыйхăран тăрса кăмака умĕнче ларнă хыççăн ирпе рейса тухса кайнă. Хăш-пĕр чухне 250-шар çухрăм çỹреме тивнĕ: Герат _ Шинданд _ Фарахруд _ Кандагар.

_ Пирĕн майлă Афганистан салтакĕсем _ вĕсем пире сыхлатчĕç _ ăçта çапăçу пынине кăшт маларах пĕлтеретчĕç, çавăнпа та малтан пĕр КамАЗа çеç яратчĕç. Связист пурте йĕркеллине пĕлтерсен тепри каятчĕ. Анчах машинăсем яланах çулăмран тухаймĕç çав, ун пек чухне танк е БТР çапăçăва кĕретчĕ. Салтак вилнĕ-и, чĕрĕ-и _ илсе тухатчĕç, машинăна айккине чышса ярса çула уçатчĕç. Мĕн хушнă _ çавна пурнăçламалла пулнă. Пĕринче çапла Гератра душмансем пеме пуçласан снаряд лексен пурте пĕрле сирпĕнессине пĕлсех çĕрĕпе машина айĕнче выртрăмăр. Айккинелле пăрăнас _ моджахедсем пусаççĕ, _ сăмаха малалла тăсса пĕлтерчĕ П. Павлов сержант. Унтан кăшт чĕнмесĕр тăнă хыççăн та хăйне лăплантарас шутпа: "Афганистанра çуркунне, март уйăхĕнче, питĕ илемлĕ. Йĕри-тавра хĕп-хĕрлĕ тюльпансем куçа илĕртеççĕ, ту çине хăпаратăн та _ унта хĕлле", _ терĕ лăпкăн çеç.

П. Павлов Первомайскине 1987 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче çитнĕ. Салтакран килсенех "Рассвет" хуçалăхра тракторпа ĕçленĕ. Каярах "Ударник" колхозра, унтан "Малалла" эртелте механикре тăрăшнă. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ.

Район пуçлăхĕ М. Петров тата район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов Тăван çĕршыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçланă салтаксен кунĕ ячĕпе саламлаççĕ, пурнăçра çирĕп сывлăх, ăнăçу сунаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика