АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чирлер мар, сывлăхлă пулар!

14 февраля 2017 г.

Юлашки вăхăтра халăх хушшинче чирсем çамрăкланни пирки сахал мар калаçу илтме пулать. Сывлăха хамăр упрама тăрăшмасан чирĕ малашне те çамрăкланĕ. Ытларах чухне сăлтавĕсем çынсенчен те килеççĕ. Акă, çуркунне юр ирĕлсен айĕнчен мĕн кăна тухмасть-ши? Мĕн пур каяш шывпа юхса çĕр айне сăрхăнать.

Пахчасенче çитĕнтерекен культурăсене мĕн тĕрлĕ гербицидсемпе çеç сапмастпăр тата! Пăсланса вĕсем те сывлăша вĕçеççĕ.

Ĕçкĕ енне сулăннисем мухмăрла темле хутăш ĕçни те пулать тата ытти те. Тĕрлĕрен чирпе аптăранисене, сусăрланнисенесыватас тесе медицина сахал мар тăкакланать. Наци календарĕпе килĕшỹллĕн планпа палăртнă профилактика прививкисене вăхăтра туса пыма тăрăшатпăр. Дифтеринчен, столбнякран, полиомиелитран, хĕрлĕ шатраран, сар ỹкнинчен, туберкулезран вакцина ярасси (пуринпе те 100 процент пурнăçланмасть пулин те) вăхăтлă ĕçе кĕрсе пырать. Грипран асăрханса акă, 16900 çынна профилактика прививки тума палăртнă пулсан, шурă халатлисем 16885 çын патне çитнĕ.

Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци ĕçченĕсене уртаракан чирлĕ чĕрчунсенчен, Çĕпĕр язвинчен хỹтĕлесе, профилактика тунă.

Суту-илỹн мĕнле тавар пулни те интереслентерет. 2016 çулта 265 апат-çимĕç пробине тишкернĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ гигиена нормативĕсене тивĕçтермен.

2016 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче апат-çимĕç продук- чĕсен 97 ушкăнне (291 килограмм) сутма ирĕк паман. Вăл шутра аш-какай, сĕт, çу, пулă, кĕрпе, çăкăр, консерва, пахча-çимĕç, сок, кондитер хатĕрĕсем пулнă.

Эмелсемпе, спирт хутăшĕсемпе, сĕрĕмпе, пестицидсемпе сывлăха хавшатасран та асăрханмалла. Кун пек тĕслĕхсем 28 пулнă.

О. ТАКМАКОВА, Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел районĕнчи территори пайĕн начальникĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика