АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чапаев _ паттăрлăх тĕслĕхĕ

17 февраля 2017 г.

 Нарăсăн 9-мĕшĕнче граждан вăрçин геройĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Çавна май районти чылай шкулта паян та паттăрлăх тĕслĕхĕ шутланакан, халăхран тухнă командир пирки уçă калаçусем ирттереççĕ, вĕрентекенсем ачасене юбилейçĕн биографийĕпе тĕплĕн паллаштараççĕ.

Вулакана В. И. Чапаев пирки кĕскен аса илтеретпĕр. Вăл Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи Будайкăри хресчен çемйинче 7 уйăхра çуралнă. Çак вырăс ялне ХХ ĕмĕрте Шупашкар хулине кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ун чухне улттăмĕш ачи çитĕнсен çĕршывĕпех чапа тухасса шухăшлама та пултарайман.

Чапаевсен çемйи çитмен пурнăçпа нумай нуша курнă. Выçлăх вĕсене 1897 çулта Будайкăран Самар кĕпĕрнинчи Балаковăна илсе çитернĕ.12 çулта чухне ăна ашшĕ купса аллине панă. Ача пĕр чĕлĕ çăкăршăн кунĕ-пех пилĕк авнă. Анчах купсана тухайман, ашшĕ килне таврăннă, пиччĕшсемпе платникре çỹренĕ.

1908 çулта Василие çара илнĕ. Анчах чире пула ăна çулталăкран киле янă. Çемйине тăрантассишĕн каллех платникре ĕçленĕ. 1912 çулта хальхи Ульяновск облаçне кĕрекен Мелеккес ялне пурăнма куçнă. Ачисене çитĕнтерме пỹрмен: Пĕрремĕш тĕнче вăрçине кĕнĕ, 1917 çулчченех нимĕçсемпе çапăçнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн Георгин виçĕ хĕресĕпе медальне тивĕçнĕ.

Авăнăн 5-мĕшĕнче 32 çулти Василий Иванович шуррисен суйласа илнĕ отрячĕсемпе çапăçса пуç хунă.

Василий Ивановичăн аслă ывăлĕ Александр 1945 çулччен тĕрлĕ çапăçура паттăрлăх кăтартса генерал-майора çитнĕ, иккĕмĕш ывăлĕ Аркадий 1939 çулта çар тивĕçне пурнăçланă чухне самолетпа ỹксе вилнĕ, Клавдия Васильевна парти органĕнче ĕçленĕ, ашшĕн историне тĕпчесе кĕнекесемпе статьясем пичетленĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика