17 февраля 2017 г.
1. Олива çăвĕ. Апата кашни кун 1 апат кашăкĕ олива çăвĕ хушни артери юн пусăмне чакарма пулăшать _ çакăн пек пĕтĕмлетỹ тунă итали ăсчахĕсем. Олива çăвне кăмăллакансен юн пусăмĕ чылай анать, хĕвелçаврăнăш çăвĕпе усă куракансен вара нимĕнле улшăну та пулмасть.
2. Хывăх (ыраш, сĕлĕ), шултра авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр, пăтă чĕре чирлĕ тата гипертонипе аптракан çынсен сĕтелĕ çинче яланах пулмалла. Вĕсем холестерина, юн пусăмне, юнри сахăр шайне чакараççĕ, ыйха йĕркене кĕртеççĕ, нервсене лăплантараççĕ. Куна пăтăран пуçласан, каçхи апата пĕр стакан ăшă шыва е кефира хывăх ярса çисен лайăх.
3. Кăвак, хура тĕслĕ çырласем: иçĕм çырли, хура хурлăхан, йĕплĕ хăмла çырли, кашкăр çырли (жимолость), хура çырла (черника). Вĕсенче антоциансем _ чĕре ĕçне ырă витĕм кỹрекен тата инсульт хăрушлăхне чакаракан япаласем _ пур. Çак çырласене рациона тăтăшах кĕртекен çынсем инфарктпа тата инсультпа 2-3 хут сахалтарах аптраççĕ.
4. Томат _ чĕре чирлĕ çынсен тусĕ. Пĕрремĕшĕнчен, помидорта кали нумай. Иккĕмĕшĕнчен, томат сĕткенĕ юн пусăмне антарма пултарать. Виççĕмĕшĕнчен, унри ликопин клеткăсене сиенленесрен хỹтĕ- лекен хăватлă антиоксидант шутланать. Тăваттăмĕшĕнчен, томат атеросклероз аталанас хăрушлăха чакарать. Анчах помидор парникра е теплицăра ỹстерни пулмалла мар. Унăн сезонĕ çитиччен апатра томат пастипе усă курмалла, усăллă япала унра та нумай.
5. Çĕрулми. Çак пахча çимĕç чĕре чирлĕ çынсене уйрăмах кирлĕ. Унра чĕре мышцисене çирĕплетекен, организмран ытлашши шĕвеке кăларкан калипе магни нумай. Духовкăра е кăвайт кĕлĕнче пĕçернĕ çĕрулми питĕ усăллă. 6. Курагапа иçĕм. Кали виçипе вĕсем те _ чемпион. "Чĕре пăтти" хатĕрлеме пулать. Пĕр виçепе илнĕ курагана, иçĕме, хура сливăна, аçтăрхан мăйăрне, вăррине кăларнă лимона хуппипех аш арманĕпе авăртмалла. кăштах пыл, катăркас (боярышник) настойки тата шăлан çырлин сиропĕ хушмалла. Çак "пăтă" атеросклерозран хỹтĕлет.
Сăмах май, юнри япăх холестерин шайне чакарма 3 эрне кашни кун 300-шер грамм пĕçернĕ шалча пăрçи (фасоль) çимелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)