17 февраля 2017 г.
Нарăсăн 15-мĕшĕнче Каçал енте "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафон уçăлнă. Паллă мероприятие Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Палăртса хăварар, Михаил Игнатьев йĕркелỹ комитечĕн председателĕ.
Ыркăмăллăх марафонĕн тĕллевĕ _ ачалăха хỹтĕлесси тата пулăшасси. "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафон миллионшар çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Кашни çын хăйĕн тỹпине хывма тăрăшать. Укçа-тенкĕне уçăмлăн, тухăçлă тăкаклани те куçкĕрет. Ăна нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесене пулăшас, кирлĕ эмелсем, вĕрентỹ хатĕрĕсем, кĕпе-тумтир туянма усă курнă", _ палăртнă Михаил Игнатьев.
Чăваш Енре асăннă марафон 21-мĕш хут иртет. Юлашки тăватă çулта ыркăмăллăхпа пуçтарăннă укçа-тенкĕрен йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ ачасемшĕн медицина учрежденийĕ- сене валли тĕрлĕ хатĕр туянма 33 млн тăкакланă, ача сачĕсемпе шкулсене те сахал мар пулăшнă.
Ыркăмăллăх марафонĕн реквизичĕсем:
ЧРО ООБФ "Российский детский фонд"
ИНН 2128005408ỸКПП 213001001
Р/с 40703810075220160067 в Чувашском ОСБ Ỹ 8613 г.Чебоксары
БИК 049706609,
кор/с 30101810300000000609
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)