17 февраля 2017 г.
Февралĕн 15-мĕшĕнче республикăра информаци кунĕ иртрĕ. Республика, район тата вырăнти влаç представителĕсемпе пĕрле курнăçса калаçмалли, малашлăх плансене сỹтсе явмалли тĕл пулу çĕнĕ çулта пĕрремĕш хут пулчĕ. Йăлана кĕнĕ мероприяти истори пĕлтерĕшлĕ пулăмпа _ Тăван çĕршыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçланă салтаксен кунĕпе _ тỹр килнĕрен, информаци кунне хутшăннисем Патăрьелĕнче Афганистан вăрçинче пуç хунă паттăрсене тата салтак-ветерансене асăнса лартнă палăк умне гирлянда хучĕç, салтак тивĕçне пурнăçласа çамрăклăхне татнă арсене асăнса пуç тайрĕç, пĕр минут шăп тăчĕç.
2017 çулта Чăваш Енте старт илнĕ информкун Патăрьелсемшĕн ырă та кăмăллă хыпартан пуçланчĕ. Чăн малтанах район администрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăх, организаци-предприяти ертỹçисем умĕнче çĕнĕ çул умĕн хамăр районта йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетсе çĕнтерỹçĕсене чысларĕç. Ун хыççăн республикăра йĕркеленĕ "Чăваш Ен çутисем" ("Огни Чувашии") конкурс- ра çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ Патăрь-ел ял тăрăхне (ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков) Диплом парса саламларĕç. Район центрĕн 2017-мĕш çулта та ял сăн-сăпатне улăштарас, хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кỹ-рес тĕллевпе хавхаланса ĕçлемелли сăлтав пысăк.
Информаци кунĕн программипе килĕшỹллĕн малтанах зала пуçтарăннă пысăк ушкăна ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тухнă Çырури тĕп тезиссемпе паллаштарчĕ. Чă-ваш Ен Ертỹçи çулталăк тăршшĕпе тата малашлăхра пирĕн умма лартнă тĕллевĕсем çирĕп те, конкретлă та.
2017 çул Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнипе çеç мар, Раççей ша- йĕнче Экологи çулталăкĕ пулнипе те пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе кăçал районта пурнăçламалли ĕçсем сахал мар. Вăл шутра хамăр тăван районăмăра капăрлатас, хамăр пурăнакан территорисене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе те. Район администрацин строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн тĕп специалист-эксперчĕ Кристина Михайловская Экологи çулталăкĕнче пурнăçламалли плансемпе, район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ социаллă аталану, туризм тата вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Марат Айзатуллов Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне пысăк хастарлăхпа ирттерсе ямалли тĕллевсемпе, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Галина Синеева февралĕн 1-мĕшĕнчен пенсисене 5,4 процент индексацилесси тата ытти çĕнĕлĕхсем пирки ăнлантарса пачĕç.
Информаци кунне хутшăннисем район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата Владимир Михайловпа пĕрле халăха шывпа тивĕçтерекен объектсенче пулчĕç, муниципаллă пĕрлĕхĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи проблемăсене тишкерчĕç.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)