17 февраля 2017 г.
Районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем ку таранччен хĕрсене çураçас тĕллевпе ĕçленине курман та, илтмен те. Раççейри çырăнтару органĕ йĕркеленсе кайни пĕр ĕмĕр çитнĕ ятпа тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа специалистсем хăйсен ĕç программине çак çĕнĕлĕхе кĕртнĕ-мĕн.
Проект Юратакансен кунĕпе çыхăннă. Çавна май Çырăнтару керменĕн специалисчĕсем çывăх вăхăтра туй кĕрлеттерме хатĕрленекен икĕ çамрăк хĕре ĕлĕкхи йăла-йĕркепе çырăниччен "йышăнса хунă": Тутар Сăкăтĕнчи Гелнара Тяпсеевана çак ялти Айдар Козлов, Патăрьелĕнчи Алина Никитинăна Александр Тимофеев валли. Вĕсен чун варли умĕнче намăса юлмалла мар конкурссенче хăйсен вăр-варлăхĕпе пултарулăхне кăтартма тивнĕ. Хăйне евĕр экзамента каччăсем сĕт шăлĕ те ỹкмен вăхăтсенчи сăн ỹкерчĕк- сенче арăм тума хатĕрленекен чиперккесене палласа илнĕ, пулас мăшăрсем галстук та, тутăр та çыхнă... Ара, çемьеллĕ пурнăçра кун пек çеç "присягăна" йышăнма тивмест-çке. Тĕпрен илсен ĕлĕкхи йăла-йĕр- ке ăнăçлă пулса тухнă. Халĕ ĕнтĕ хĕрсен чăн-чăн шур пĕркенчĕк айне тăмалли çеç юлать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)