АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арăм пултăр лайăххи

22 февраля 2017 г.

Пирĕн пурнăç _ савăнăç. Мĕн кăна кăтартмасть-ши вăл? Кашнийĕнех хăйĕн шăпи. Пĕррехинче пĕлĕшĕм хăнана чĕнчĕ. Калаçкаламаллисем пур тесе мана ỹкĕте кĕртрĕ-кĕртрех. Палăртнă вăхăта ял вĕçнелле тухса утрăм. Шантарнă пулсан çынна кĕттерме аван мар-çке. Чиперех çитрĕм, мана пĕчĕк çеç çăмламас йытă çури савăнăçлăн кĕтсе илчĕ, çын килнине систерсе çинçе сассипе вĕрчĕ. Ăна илтсе пĕлĕшĕм те алăк умне тухрĕ. Калаçу тĕрлĕ енлĕ пулчĕ, пуплемелли тем те тупăнчĕ. Вăхăт та сисĕнмесĕрех шурĕ. Киле кайма кăна пуçтарăннăччĕ, алăкран тусăмăн арăмĕ вирхĕнсе кĕчĕ те ним çукран мăшăрне вăрçма пуçларĕ. Çак ỹкерчĕке курсан ман çỹç-пуç вирелле тăчĕ, куç çамка çине хăпарса ларчĕ пулас. Ахăртнех, хĕрарăм çын пынине юратмасть. Унччен те пулмарĕ, хам та вăшт çеç тухса сирпĕнтĕм. Тата тем курасси пур. Каçхи урампа пынă чухне пуçра тĕрлĕ-рен шухăш пăтранать. "Мĕншĕн пусма хатĕрленĕ качака путекки пек çухăрашрĕ мăшăрĕ? Ун пек, кун пек хирĕçỹ пирки малтан пĕлĕшĕм пĕрре те шарламастчĕ. Эпĕ пыни хĕрарăмăн кăмăлне хуçрĕ, илемлĕ сăнне сăнсăрлатрĕ-ши?" Татăклă хурав тупаймасăрах киле çитсе çывăрма выртрăм. Пĕлĕшĕн арăмĕн хĕр чухнехи вăхăтне аса илтĕм. Кулса-шỹтлесе кăна тăратчĕ. Хаваслă ушкăнсене кăмăллатчĕ. Качча кайни урăхла витĕм кỹнĕ-ши вара ăна? Калама йывăр.

Тепре кỹршĕ районти тăхлачăн çуралнă кунне кайсан уявра курни çинчен виçĕ кун шухăшласа çỹренĕччĕ. Эй, турах, кам кăна çукчĕ-ши унта?! Хăнасен шутне пĕлсе те çитерейместĕн. Çамрăксем те, аслăраххисем те авкаланса ташлаççĕ, савăнăçлă юрăсем шăрантараççĕ. Чун хĕпĕртесе кăна тăрать. Хăна хăнах çав ĕнтĕ, ывăнтара пуçлать. Килнĕ çынсен те кил хуçисене тав туса килĕсене каймалла. Мăшăрăн-мăшăрăн алăкран тухса çухалаççĕ хăнасем. Урамра вара сĕтел хушшинче хăйсене сăпайлă тытнă хĕрарăмсем арçыннисене "ăса" кĕртме пуçлаççĕ. Сăмахпа та вăрçаççĕ, чăмăрпа та çапаççĕ _ никам çине те пăхмаççĕ. Чарма пыракансене те вырăна лартаççĕ. Темшĕн ятлаçаççĕ, ăнланма хĕн. Пĕри Масаркасси вĕçĕнчи Манюк çумне хушать упăшкине, тепри виçĕ черккерен ытлашши ĕçнĕшĕн мăкăртатать... Ара, кун пек мăшăрсемпе ниçта та тухмалла мар. Чипер çыннăннех ятне яраççĕ-çке. Хăнара савăннишĕн мĕн пулать-ши вара?

Уçкассинчи Кавĕрле Матĕрнин ывăлĕ каласа пани те ниепле те манăçмасть. Пирĕшти пек хĕр пулнă унăн арăмĕ. Анийĕшĕ еплерех ырă та маттурскер. Кĕрỹшне ăшă куçпа çеç пăхса хăналаса тăрать. Хăйĕн ывăлĕ пекех пăхать, анчах çакă хĕрĕн кăмăлне хуçать-мĕн. Ытлашши иртĕнтерет иккен, çавна пулах арçын кахалланса пырать имĕш. Çакăншăн пĕр вĕçĕм харкашу çĕклет арăмĕ.

Качча кайни пăсать-ши вара чипер те сăпай хĕрсене е халăх калашле хĕрарăм шуйттанпа пĕр тăвана тухать-ши? Ирĕксĕрех çак шухăш пуçа хыçтарать. Хама та çакнашкаллисенчен пĕри çаклансан, çын умĕнчех намăслантарма пуçласан ăçта кайса кĕмелле? Шăла çыртса тỹссе пурăнмалла-и?

А. САНСĂР

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика