22 февраля 2017 г.
Çыннăн пурнăçĕнчи чи яваплă утăмсенчен пĕри _ мăшăрлану. Çемье çирĕп те тĕреклĕ пулсан çĕршыв та аталанать, ача çураласси ỹсет, халăх сывлăхĕ лайăхланать. Çаксене шута илсе ĕнтĕ район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсем Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче вĕренекенсемпе анкетировани ирттернĕ. Унта 16-18 çулти 70 студент (31 хĕрпе 39 каччă) хутшăннă.
Анкетăри ыйтусене хуравланисенчен 54 проценчĕ (38 респондент) çемье çавăрма мăшăрланас кăмăл пулмаллине, 50 проценчĕ (35) _ юрату, 11-шĕ (8) ачасем çуратса ỹстерме кирлине палăртнă. Çавăн пекех респондентсен 57,1 проценчĕ 21-25 çулта, 24-шĕ _ 26-30, 11-шĕ 20-е çитичченех качча кайма е авланма хирĕç маррине пĕлтернĕ.
Паянхи саманара çамрăксем хушшинче мăшăрланăва регистрацилемесĕр е гражданла мăшăрланупа пурăнакансем пур. ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем студентсем çакăн пирки мĕн шухăшланипе те интересленнĕ. Вĕренекенсен 26 проценчĕ паспорт çинче çемьеленни пирки çырни кирлех, 9 проценчĕ гражданла мăшăрланупа официаллă мăшăрлану пĕр пекех тесе шухăшлать. 30 проценчĕ хальлĕхе хăйсен хутшăнăвĕсене мĕнле йĕркелессине пĕлмест.
Çемьере камăн хуçа пулмалла? Çак ыйту хуравĕсем те питĕ интереслĕ. Хĕрсен 55 проценчĕ упăшкипе арăмĕ иккĕшĕ те пĕр тан праваллă, çавна май пĕрле канашласа пурăнмалла теççĕ. Каччăсен 67 проценчĕ çемьере арçын хуçа иккенне, тĕп йышăнусене вăл тунине çырнă. Яшсен 33 проценчĕ вара хĕрсен шухăшĕпе килĕшет. Студентсем çемье çавăрма тĕп тата кирлĕ условисенчен пĕри çемьеленме кăмăл пулмаллине (30 процент), ĕç тата кулленхи тупăш кирлине (30), мăшăрланнă хыççăн ашшĕ-амăшĕнчен уйрăм пурăнма ĕмĕтленнине (63 процент) пĕлтернĕ.
Яш-кĕрĕмĕн 49 проценчĕ çемьере чи хакли ачасем, 46-шĕ _ юрату, 44-шĕ пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнни тенĕ.
Çемьере миçе ача кирли пирки çырнă ыйтăва хĕрсен _ 61, каччăсен 41 проценчĕ икĕ пепке тесе хуравланă. 30 проценчĕ _ виççĕ, виçĕ проценчĕ тăваттă пулсан та хирĕç мар иккен.
Ыйтăма хутшăнакансем çемье пирки мĕн шухăшланине те çырса панă. Нумайăшĕ телейлĕ çемье тулли _ ашшĕпе амăшĕ, тетĕшĕ-йăмăкĕ _ пулнине, пурте пĕр-пĕрне юратнине, хисепленине, хакланине палăртнă.
Паянхи çамрăксем те пуласлăх пирки шухăшлаççĕ, лайăххи пирки ĕмĕтленеççĕ _ çакăн пек хак пама пулать ыйтăма пĕтĕмлетнĕ хыççăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)