22 февраля 2017 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулран-çул кая юлса пырать. Çамрăк ăру ăна кинофильмсем, кĕнекесем, аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсен аса илĕвĕсем тăрăх çеç пĕлет. Мĕн чухлĕ юрă хурăнман-ши тата вăрçă пирки!
Оборонăллă-массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пынă май Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта çарпа патриотла юрăсен конкурсĕ иртрĕ. Вăл йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та унта ачасем тăрăшса хатĕрленеççĕ. Кашни юрă чуна çỹçентермелле янăрать. Пĕр класс тепринчен лайăхрах пулма тăрăшать, ятарлă тум çĕлеттерет, декорацисем хатĕрлет.
Кĕçĕн классем хушшинче тăваттăмĕшсем гран-прине çĕнсе илчĕç. Аслăраххисем вăрçă эпизочĕсене кăтартрĕç. Вунпĕр- мĕшсем "Бухенвальдский набат" юрра инсценировкăпа хатĕрленĕ. Каллех гран-прине тивĕçрĕç. 6 класра вĕренекенсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Кашни класăн ĕçне жюри номинаципе хакларĕ.
Юлашкинчен пурте пĕрле _ сцена çине тухнисем тата куракансем _ "День Победы" юрра шăрантарчĕç.
А. АБЯНОВА, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)