АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекене патшалăх та пулăшать

22 февраля 2017 г.

 Февралĕн 17-мĕшĕнче республикăри агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕпе ĕçлекен Правительство комиссийĕпе ял хуçалăх министерствин коллегийĕ пĕрлехи ларăвне ирттерчĕ. Унта ял хуçалăхĕсен иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç тата кăçал патшалăх паракан пулăшусемпе паллаштарчĕç. Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Моторин, Федераци Канашĕн Комитечĕн членĕ В. Николаев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов хутшăнчĕç. Ларăва район делегацийĕпе пĕрлех çак статья авторĕ те хутшăннă.

С. Артамонов тунă докладран çакă паллă пулчĕ: 2016 çулта çитĕнỹсем те, çитменлĕхсем те пулнă. Акă, республикипе тыр-пул 609,2 пин тонна пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç пĕр гектартан 21,5 центнерпа танлашнă. Кăтарту юлашки виçĕ çултипе танлаштарсан (2014 _ 554,2 пин тонна, 2015 _ 555,8 пин тонна) чи пысăкки. Пирĕн район та начар мар ĕçленине палăртма кăмăллă. Пĕрчĕл- лĕ тата пăрçа йышши культурăсем пĕр гектартан 23,4 центнер тухнă. Елчĕксемпе Вăрнарсем çеç Патăрьелсенчен тăрăшарах вăй хунă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 100 гектар усă куракан çĕр пуçне 68,5 тонна сĕт суса илнĕ. Ку та республикăра чи лайăххи. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх тата чăх-чĕп çитĕнтерессипе те 21 район хушшинче виççĕмĕш пыратпăр.

Чăваш Ен фермер хуçалăхĕсене аталантарассишĕн те нумай тăрăшать. 2012-2016 çулсенче пĕчĕк калăпăшлă 249 хуçалăх _ фермер ĕçне пуçăнакан 217 çын, 30 çемье фермер хуçалăхĕ, икĕ ял хуçалăх потребитель кооперативĕ _ гранта тивĕçнĕ. Сăмах май, çак пулăшăва илекенсем хушшинче пирĕн районта пурăнакансем нумайăн. Тăватă çулта 120ĕн заявлени панă, 39-шĕ илнĕ. Ытти тăрăхсенче ку кăтарту чылай пĕчĕкрех. Пĕлтĕр Шăнкăртамра ял хуçалăх потребителĕсене кăларакан "Али" кооператив, Р. Бикчурин тата Э. Зейнетдинов фермерсен фермисем хута кайрĕç.

Районта инвестици проекчĕсем те аван ĕçлеççĕ. 2016 çулта "Батыревский" хупă пĕрлешỹ 2000 тонна кĕрекен çĕр улми управĕ тунăшăн субсиди илнĕ. Кăçал С. Халитова Пăлапуç Нурăсĕнче 1000 пуç качака вырнаçмалăх тăвакан фермăн тăкакĕсен пĕр пайне патшалăх саплаштарĕ.

Агропромышленность комплексне аталантарма иртнĕ çул федераци бюджетĕнчен республикăна 1479,5 млн тенкĕ, республика хăй 636,3 млн тенкĕ, пурĕ вара 2115,8 млн тенкĕ, уйăрнă. 2017 çулта федераци 1483,2 млн тенкĕ, Чăваш Ен 773,6 млн тенкĕ пама пăхса хă- варнă. Унсăр пуçне çăмăллатнă кредитсем валли тата 59,8 млн тенкĕ тивет.

Ỹсен-тăран отрасльне аталантарма 123,5 млн тенкĕ параççĕ, анчах çак укçана илес текен ял хуçалăх производство кооперативĕсен тата ыттисен те акăнакан культурăсен лаптăкне упраса хăвармалла тата налуксемпе парăм пулмалла мар.

Ĕне-выльăхăн продуктивлăхне лайăхлатма 97,3 млн тенкĕ уйăрнă. Ĕне е качака ферми тусан е модернизацилесен тăкаксен 30 процентне, сысна ферми хăпартсан, çĕр улми хранилищи çĕклесен 20 процентне тавăраççĕ.

Ăратлă выльăх усранăшăн, уй-хир отраслĕнче элита вăрлăхсем туяннăшăн та патшалăх пулăшать.

Кăçал пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене паракан грантсен хисепĕ те ỹснĕ. Фермер ĕçне пуçăнакансем, ĕне-выльăх усрас текенсем, виçĕ млн тенкĕ, çемье фермине аталантаракансем 10 млн тенкĕ таран илееççĕ.

Çуркунне çывхарнă май ларура ака ыйтăвне те хускатрĕç. Республикăра вăрлăх 100,2 процент хатĕрленине, унтан 70,6 проценчĕ кондициллине пĕлтерчĕç. Районта кирлинчен 77 проценчĕ акма юрăхлă. Минераллă удобрени 5,3 процент (республикăра _ 23,8 процент), дизель топливи _ 31,7 (23,8), бензин 61,8 процент (22,1) турттарса килнĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика