22 февраля 2017 г.
Иртнĕ вырсарникун, февралĕн 19-мĕшĕнче, Кивĕ Катек ялĕ ирпе- ирех хаваслă юрă-кĕвĕпе янăраса çеç тăнă. Туй-çуйпа е пĕр-пĕр ытти сăлтавпа та мар, аслă Çăварние хисеп туса ĕлĕкхилле ватти-вĕтти уявра çапла кăмăлтан савăннă.
Хаяр хĕл кунĕсене ăсатса çурпикене кĕтсе илес тĕллевпе ялти Культура çурчĕ умне унчченхи йăла-йĕркепе уяв паллине _ катемпи кĕлеткине _ вырнаçтарнă. Усал-тĕселпе инкек-синкеке сирсе ярас, пурте сывлăхлă та тĕрек- лĕ пулас тĕллевпе ăна ял-йышпа пĕрле çунтарса янă, çынсем пĕрин хыççăн тепри кăвайт урлă сикнĕ, юрланă-ташланă, çу çинче çатăртатса пиçнĕ икерчĕ-пе пĕр-пĕрне сăйланă... Кукамай-асаннесен тумне тăхăннă "Самана" фольклор ушкăн чиперккисем вара яланхиллех уяв сĕмне илем кỹнĕ. Сцена ăстисем чăваш юррисене пĕрин хыççăн теприне черетленĕ.
Çăварни çунипе ял йĕри-тавра юрласа çаврăнни вара хăй тепĕр йăла-йĕрке, илем! Çăварни уявне хапăл тунă ял-йыша ял тăрăх пуçлăхĕ Валерий Краснов саламланă, пурне те çирĕп сывлăх, хаваслă кăмăл-туйăм, ырă малашлăх суннă.
Сăмах май, ыран Патăрьелĕнче хĕле ăсатмалли уяв пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)