28 февраля 2017 г.
Районти культурăпа кану центрĕн сцени çинче ача ашшĕсене час-часах курма май килмест. Ытларах чухне çемье пуçлăхĕсем куракансемпе юнашар залра лараççĕ. Телевизор умĕнче "тымар" янисем те пайтах. Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунне халалланă "2017 çул ашшĕ" финалти конкурса хутшăнакансене курма вара арçынсем те сахалăн мар килĕсенчен хăпса тухни питĕ кăмăллă.
Конкурса хутшăннă ашшĕсен пултарулăхне тỹресем тĕрлĕ енчен хак панă: паллашу, спортри пултарулăх, хăюлăхпа сатурлăх... Умĕсене саппун çакнă арçынсем хĕрарăмсем пекех тĕпел таврашĕнчи кулинари ăсталăхне те начар мар кăтартнă. Урăхла каласан, тупăшăва хутшăннă пилĕк конкурсантшăн тăршшĕ- пех тăвăллăн алă çупнă. Шел пулин те, спортри пекех пьедесталăн çỹллĕ картлашки çине вара пĕр хастар çеç тăнă. Хальхинче "Папа года _ 2017" хисеплĕ ята Первомайски ял тăрăхĕн чысне хỹтĕленĕ Владимир Верликов тивĕçнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)