27 февраля 2017 г.
Сана пурте тарават! Паян паллă сцена ăсти, эстрада çăлтăрĕ Азат Абитов ячĕ Шăнкăртамра е тавра ялта çеç мар, Чăваш Енпе Тутар Республикинче те сарăлчĕ. Ят-сум Раççей шайне тухма хатĕрленсе çитрĕ темелле. Тутарсен паллă композиторĕ Вахапаев ячĕллĕ фестиваль лауреачĕ, пултаруллă каччă Шăнкăртамри культура çуртĕнче умлă-хыçлă икĕ кун куракансене хăйĕн чаплă юррисемпе кăмăла ирĕке яма пулăшнă. Тулли содержаниллĕ концерта Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул коллективĕн ĕçченĕсем те çемйисемпех хутшăнса виçесĕр пысăк хавхаланупа таврăннă.
_ Хамăр коллективпа эпир сахал мар концертсене тухса çỹретпĕр. Ентешĕн профессионал шайĕнчи творчествипе киленме питĕ кăмăллă пулчĕ. Йĕс шăнкăрав пек сассипе çеç мар, Азат сцена çинче хăйне тытма пĕлнипе, куракансемпе ăшă та тарават пулнипе зала тыткăнларĕ. Шанас килет, Шăнкăртам каччин çутă çăлтăрĕ тỹпере пурах,_ савăнăçне пытараймарĕ шкул директорĕ Г. Сабитова.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)