АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăнăша тума ансат, тỹрлетме вара ай-ай çăмăл мар

28 февраля 2017 г.

Усал утпа çỹренине пурăнса курнă çын пĕрре мар сăнанă-тăр. Районти врач-инфекционист Антонина Чернова хаçат редакцине çитернĕ хыпартан пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ВИЧ инфекцине çаклатнă пĕрремĕш çынна 2004 çулта шута илнĕ-мĕн. Ун чухне хăрушă СПИД чирĕ Африкăпа ытти ют çĕршывсенче çеç анлăн сарăлнине çыратчĕç. Каярахпа сывалмалла мар амак серепине çакланнисем Раççейре те йышланчĕç, чăвашра та хушăнсах пычĕç. Паян çак инфекцие çаклатнă 24 çын пирĕнпе юнашарах пурăнни, асăннă сăлтавпа икĕ çын вăхăтсăр ĕмĕрлĕх тĕнчене куçни кашнинех асăрханма, тимлĕ те тирпейлĕ пулма ыйтать. Нумай пулмасть çеç арăмĕпе упăшки те ВИЧ-инфекцине хăйсем çинче йăтса çỹрени палăрнă. Çакă вара ирĕклĕ те аскăн пурнăçа хапăл тăвакансемшĕн тепĕр хут "чан" çапмалли сăлтав. Йăнăша тума ансат, тỹрлетме вара ай-ай çăмăл мар!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика