АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мул нумай, сывлăх пĕрре

28 февраля 2017 г.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин "Пирĕн политика тĕллевĕ _ çынсене упрасси, этем капиталне Раççейĕн тĕп тупри вырăнне хурса ỹстерсе пырасси", _ тесе палăртрĕ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче. Районти тĕп больницăра çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Ку темăна хускатнă май медицина профилактикин врач терапевчĕпе А. Ивановăпа калаçу пуçартăмăр. Акă мĕн каласа пачĕ Александра Васильевна:

_ Сывлăха упрасси _ кашнин тивĕçĕ. Сывлăхлă çын тухăçлă ĕçлеме, тĕреклĕ ăру çитĕнтерме пултарать. Çакна яланах асра тытмалла. Çавăнпа вăхăтран-вăхăта сывлăха тĕрĕслеттерме больницăна çỹремелле. Урăхла каласан виçĕ çулта пĕр хутчен диспансеризаци тухмалла. Иртнĕ çул планпа 7300 çыннăн сывлăхне тĕрĕслемеллеччĕ. Палăртнине 98,5 процент пурнăçлайрăмăр.

Çынсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслени хăш-пĕр чир-чĕре унăн пуçламăшĕнчех тупса палăртма май парать. Çийĕнчех сиплев ĕçне пуçăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Иртнĕ çулхи кăтартусемпе илес пулсан диспансеризаци тухнă 2380 çыннăн юн пусăмĕ ỹсни палăрать. 3751 çын вара самăрăлас енне кайнă. 743-шĕ пирус туртать. 117 çын алкоголь енне сулăнать.

1302 пациентăн чирне пуçласа палăртнă. Вĕсен хушшинче нерв системи хавшани те, куç япăх курма пуçлани те, вар-хырăм кирлĕ пек ĕçлеменни те пур.

Диспансеризаци ĕçне 2013 çултан пуçăннă. 21 çултан иртнĕ çынсен сывлăхне тĕрĕслеттермелле. Вăл _ тỹлевсĕр. Кăçал 1996, 1993, 1990, 1987, 1984, 1985... (камăн пурăннă çулĕ 3 çине пайланать) çулта çуралнисен больницăна утмаллах. Маларах вĕсен хăйсем пурăнакан участокри врач амбулаторийĕсе- не çитмелле.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика