28 февраля 2017 г.
Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн специалисчĕсем водительсене автомашина кантăкĕсене çума усă куракан шĕвексене туяннă чухне тимлĕрех пулма сĕнеççĕ. Акă изопропил спирчĕ сăмсана çуракан шăршлă ацетона аса илтерет, çавах наркăмăшлăхĕ пысăках мар.
Метил спирчĕн шăрши вăйлах мар. Йỹнĕ те вăл. Кĕленчесене лайăх тасатать. Çавах наркăмăшлăхĕ пысăк. Нерв системине хавшатма пултарать. Куç кураслăха витĕм кỹрет, сывлав органĕсене сиенлет. Вăл организма лексен пуçа çавăрать, чĕрене хĕстерет.
30 грамм метанолпа çын вилме те пултарать.
Кантăк тасатмалли шĕвексене ятарлă суту-илỹ лавккисенчен çеç туянмалла. Унпа мĕнле усă курмаллипе тĕплĕн паллашмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)