АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тутанса курман çимĕç тутлă-ши?

28 февраля 2017 г.

 Ватăсем "Курманнин курас, курнин йĕрес килет" тени чылай чухне пурнăç чăнлăхĕпе тỹр килет.

Çамрăксем юлашки вăхăтра ар çыхăнăвне ир кĕни тарăн шухăша ярать. Хĕрсене кайран мĕн пуласси мĕншĕн пăшăрхантармасть-ши? Çăмăлттайла тунă утăмсемшĕн малашлăхра ỹкĕнмелле те пулса тухать. Чылай çул гинекологра ĕçлесе мĕнле шăпаллă хĕрарăмсемпе кăна тĕл пулма тивмест: шкул партти хушшинче ларнă чухнех йывăр çын пулнă хĕрачасене, çулталăкра темиçе хутчен ача пăрахма килнисене те, каярахпа ача çуратайманран куççульпе йĕрекенсене те... Çие юлнă ачисене çураличченех "вĕлерекенсем" мĕн пысăкăш çылăха кĕнине, хăйсен сывлăхне епле хавшатнине те чухламаççĕ-ши? Аборт тăвассинчен сыхланасси пирки хĕрарăмсен консультацийĕнче те ăнлантаратпăр, шкулсенче калаçусем ирттеретпĕр, çапах...

Ар çыхăнăвне кĕрекенсене валли паян сыхланмалли тĕрлĕ мел сĕнме пулать. Чăн малтан çамрăксен мăшăрланиччен упăшкипе арăмĕ пек пурăнма васкамалла мар. Хальхи вăхăтра ВИЧ, СПИД чирĕсем сарăлсах пынине те асра тытмалла.

Ар çыхăнăвне кĕресех тесен çие юласран презервативпа, диафрагмăпа усă курмалла. Гормоналлă таблеткăсем ĕçмелле. Пысăк эффективлă мелсенчен тепри _ стерилизаци туни, маткăна спираль лартни.

Çакна асăрхаттарни те вырăнлă _ сыхланма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Овуляци тапхăрне лайăх ас тумалла.

Н. СУГУТСКАЯ, районти тĕп больницăри врач-гинеколог

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика