АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлисене _ юбилей медалĕсем

28 февраля 2017 г.

Армие, авиацие, флота пулăшакан ирĕклĕ обществăна _ ДОСААФа _ йĕркеленĕренпе 90 çул иртрĕ. Çак хушăра çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассипе, вĕсене тăван çĕршыва хỹтĕлеме хатĕрлессипе сахал мар ырă ĕç тунă.

Малтан çак общество ОСОАВИАХИМ ятпа çỹренĕ. Вăл 1930-1941 çулсенче 121 пин летчика, 27 пин планериста, 122 пин парашютиста уçлăха путевка панă. 1941 çул пуçланнă тĕле ОСОАВИАХИМăн 155 ытла ушкăнĕ ĕçленĕ. Вĕсенче 2,5 миллиона яхăн çын вĕреннĕ. Ун али витĕр В. Чкалов, М. Громов, И. Гризодуб легендарлă летчиксем, А. Яковлев, О. Антонов паллă авиаконструкторсем тата ыттисем те тухнă. Вăрçă çулĕсенче кăна 9 миллиона яхăн çын кирлĕ хăнăху илнĕ.

Организаци ячĕ малалла тата та улшăннă. 2009 çулхи апрель уйă- хĕнчен вара вăл ДОСААФпа çỹрет.

Уставпа палăртнă задачăсене тимлĕн пурнăçласа пынăшăн тата общество 90 çул тултарнă май районти çак ĕçсене пурнăçласа пыракан чылай çынна Центральнăй Канашăн юбилей медалĕпе наградăларĕç. Уява район администраци пуçлăхĕ Р.В. Селиванов та хутшăнчĕ, Патăрьел уйрăмĕн ĕçченĕсене ăнăçу сунчĕ, юбилей ячĕпе саламларĕ.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика