АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварнире хĕрĕх икерчи те пĕр пус çеç…

28 февраля 2017 г.

Иртнĕ эрне культура тата спорт мероприятийĕсенчен çав тери пуян пулчĕ. Вĕсенчен пĕри _ кăмăлсенче таса туйăма вăратаканни _ шартлама хĕл кунĕсемпе сыв пуллашса çуркуннене кĕтсе илни.

Йăлана кĕнĕ мероприяти Çăварни эрнипе тỹр килнĕрен район центрĕнчи тĕп лапама ватти те, вĕтти те капăр тумсемпе пуçтарăнчĕ. Ватăсем калашле, Çăварнире хĕрĕх икерчи те пĕр пус çеç тăнăран, уява хутшăннă кашни çын икерчĕ ярмăркинчи тутлă çимĕçе, симпыл шăршиллĕ техĕмлĕ чее тутанса пăхмасăр иртсе каймарĕ...

Район центрĕнчи тĕп лапамра йĕркеленĕ уява яланхиллех централизациленĕ клуб системин артисчĕсем тĕрлĕрен шỹтлĕ сăнарсене калăпласа илем кỹчĕç, Патăрьел, Сăкăт, Çĕнĕ Ахпỹрт, Тăрăн, Çĕньял ял тăрăхĕсенчи художество пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Уяв салам сăмахĕсĕр те кичем. Çăварние хапăл тунă район халăхне район администраци пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Марат Айзатуллов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков саламларĕç, чун-чĕререн тăрăшса ĕçлеме, кăмăлтан канма пултаракан ĕçченсене малашнехи пурнăçра мĕн пур лайăххине, ыррине çеç сунчĕç.

Çак кун çуркунне чылай çынна хăйĕн ытамне илчĕ. Ăшă та хĕвеллĕ уяв кунĕнче çынсем чылайч- чен савăнчĕç: юрларĕç, ташларĕç, тĕрлĕ ăмăртура хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç... Çапла вара мăн çулпа çитнĕ Çăварние кĕтсе те илтĕмĕр, ăсатрăмăр та... Вырсарникун çакăн пек уяв Сăкăтра, Туçара, Пăлапуç Нурăсĕнче тата ытти çĕрте те пулса иртрĕ. Унта та чылайччен çăварни юррисем янăрарĕç.

Сăмах май, вырсарникун, кĕçĕн Çăварнинче, православи тĕнне ĕненекенсем аслă типĕ умĕн пĕр-пĕринчен ỹкĕнсе каçару ыйтрĕç. Ĕнер вара Мăнкун умĕнхи аслă типĕ пуçланчĕ. Вăл çичĕ эрнене тăсăлать.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика