03 марта 2017 г.
Волейбол спорчĕ районти пур шкулсенче те лайăх аталаннă. Çавна май вĕрентекенсем те çак енĕпе спартакиадăна кăмăлтан хутшăнаççĕ. Хальхинче те Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче иртнĕ тупăшура арçынсен сакăр, хĕрарăмсен тăхăр команди хутшăнчĕç. Финалти пая Турханти, Нăрваш Шăхалĕнчи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсенчи тата вĕрентỹ управленийĕн командисем тухрĕç. Виççĕмĕш вырăнта _ Нăрваш Шăхальсем. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕрентекенсем чемпион ятне тивĕçрĕç. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине управленире ĕçлекенсем хăпарчĕç.
Хĕрарăмсен турнирĕ тата та интереслĕ иртрĕ. Олимп системин йĕркипе вылярĕç вĕсем. Пĕр командăна выляса ярсан малалла вăййа хутшăнаймастăн. Финала Пăлапуç Пашьелсем, Турхансем, Нăрваш Шăхальсем тата Патăрьелсем кĕчĕç, Нăрваш Шăхальсем çĕнтерчĕç.
х х х
"Паттăр" ФСК спорт залĕнче Халăхсен туслăх орденĕн кавалерĕ, районти тĕп больница ĕçченĕ И. Хитров ячĕллĕ 25-мĕш волейбол турнирĕ иртрĕ. Сумлă ăмăртăва уçма район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, унăн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов, нумай çул пĕрле ĕçленĕ Н. Тинюков, пĕр командăра выляса республика чемпионĕсем пулнă Р. Сафиуллов, В. Бородкин, А. Долгов волейбол вăййин ветеранĕсем хутшăнчĕç. Рудольф Васильевич спортăн çак енне юратма, аслисенчен ырă тĕслĕх илме сĕнчĕ.
Турнирта тупăшма 5 команда _ "Паттăр" ФСКаран, Нăрваш Шăхаль, Шăнкăртам, Сăкăт, Кивĕ Ахпỹрт ялĕсенчен _ пуçтарăннă.
Финала Шăнкăртам, "Паттăр" ФСК, Сăкăт, Кивĕ Ахпỹрт командисем тухрĕç. Шăнкăртамсем Патăрьелсене 27:25 шутпа çĕнтерсе виççĕмĕш вырăна йышăнчĕç. Çамрăк команда ăмăртусенче малалла та малалла талпăнса пырать. Пĕрремĕш вырăншăн Сăкăтсемпе Кивĕ Ахпỹртсем тупăшрĕç. Чемпион ятне Кивĕ Ахпỹртсем тивĕçрĕç.
"Чи лайăх вылякан" С. Викторов пулчĕ. "Чи лайăх тапăнса вылякан" П. Кртин, "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" Д. Федоров, "Чи лайăх пас паракан" В. Зайцев пулчĕ.
Мала тухнисене тата призлă вырăнсене йышăннисене медальсемпе, парнесемпе хавхалантарчĕç.
В. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)