АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаранах спорта явăçтаратпăр

03 марта 2017 г.

Патăрьелĕнчи "Центральнăй" ача садĕн-че кашни çулах хĕллехи спорт ăмăртăвĕсене ирттеретпĕр. Ку хутĕнче унта аслă ушкăнрисем хутшăнчĕç. Вăйăсем пуçланиччен Раççей гимнĕпе ялав çĕклерĕмĕр. Выляв площадкине шарсемпе илемлетрĕмĕр. Ачасене хавхалантаракан чĕнỹсем çапрăмăр. Малалла йĕлтĕрпе, çунапа эстафета ăмăртăвĕсем пулчĕç. Хоккей шайбине хапхана кĕртесси интереслĕ иртрĕ. Юр çинче футбол туппине хăвалама та кăмăллă. Ачасемпе пĕрлех вăйăсене юмахсенчи сăнарсем те хутшăнчĕç. Пĕтĕмлетỹ вара пурне те хавхалантарчĕ. Пылак çимĕçсене тĕрлĕ çĕре пытарнă. Кĕскен ăнлантарнă тăрăх вĕсене шыраса тупмалла. Пĕринчен тепри вăр-вар та харсăр пулчĕç ачасем.

_ Çакнашкал вăйăсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Урамри уçă сывлăшра вылянă хыççăн пичĕсем панулми евĕр хĕрелсе илемленеççĕ, _ тет А. Козлова воспитательница.

И. ВАНИНА, физкультура инструкторĕ

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика