03 марта 2017 г.
Пурăннă пулсан кăçал 97 çул тултармаллаччĕ Анат Туçара çуралса ỹснĕ П. Кузнецов. Павел Ефимович _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Виçĕ хутчен аманнă, тан мар çапăçура темиçе те паттăрлăх кăтартнă ентеше СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, 1944 çулта Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.
Ял-йыш П. Кузнецов паттăрлăхне асра тытать. Çулленех Павел Ефимович ячĕпе йăлана кĕнĕ спартакиада ирттерет. Кăçал та пулчĕ вăл. Çак ятпа йĕркеленĕ мероприятие ял старости В. Колпаков уçрĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Мальцева, ял тăрăхĕн депутачĕ С. Сурков, шкул-сад ертỹçи Н. Козлова саламларĕç.
Шкулта вĕренекенсемпе ача садне çỹ- рекенсем С. Сурков ертсе пынипе концерт лартрĕç. Кашни номере хапăл туса кĕтсе илчĕç.
Программăна шашкăлла, волейболла, футболла выляссине кĕртнĕ. Çĕнтерỹçĕсем кашни енĕпех пулчĕç. Вĕсене дипломсемпе парнесем тивĕçрĕç. Е
нтеш паттăрлăхĕ çамрăксене çарпа патриотла туйăма ăса хывса ỹсме пулăшать.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)