АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хỹтлĕх кỹрет страховани фончĕ

03 марта 2017 г.

Районта социаллă страховани фончĕн кунĕн-че малтанах унăн специалисчĕсем налук службин представителĕсемпе семинар йĕркелерĕç.

Унта Чăваш Республикинчи социаллă страховани фончĕн управляющийĕ Г. Николаева тата районти уйрăмĕн уполномоченнăйĕ Л. Кадкина страховани взносĕсене мĕнле куçарса тăнипе паллаштарчĕç, ĕçри çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕç. Районти организацисен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе, ĕç сыхлавĕн специалисчĕсемпе калаçу пуçарнă чухне вара кĕтмен инкексенчен асăрханас ыйтăва хускатрĕç. Патăрьелĕнчи пĕрре-мĕш вăтам шкулти аслă классемпе йĕркеленĕ право сехетĕнче ĕç тỹлевĕн легализацийĕ пирки ăнлантарчĕç. Ăна çирĕплетнĕ саккун йĕркипе тытса пыни пенсие тухнă чухне витĕм кỹретех.

Районти тĕп больницăри медицина ĕçченĕсене сывмартан ĕçлеме пултарайман çынсене паракан хутсене тĕрĕс çырмаллине каларĕç. Ку енĕпе Патăрьелсен ырă тĕслĕх те пур. Çынсен чирлес шайĕ пĕлтĕр, 2015 çулхипе танлаштарсан, 6 процент чакнă-мĕн.

Пулас ача амăшĕсем те вăхăтлăха ĕçлеймен тап- хăрта мĕнле çăмăллăхсемпе усă курма пултарнине социаллă страховани фончĕн специалисчĕ- сем тĕплĕн ăнлантарчĕç. Сусăр ачасен ашшĕ- амăшĕсем социаллă страховани урлă хỹтлĕх илмелли йĕркесемпе кăсăкланчĕç.

Патшалăх паракан çăмăллăхсене тата муниципаллă тивĕçтерỹсене нумай функциллĕ центр урлă та пĕлме пулать.

Районти тĕп библиотекăра ирттернĕ çавра сĕ-тел хушшинчи калаçăва та йышлăн хутшăнчĕç. Инвалидсене техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерес ыйтусемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Гурьев уйрăм категори гражданĕсене тата ветерансене протезсем, ортопеди хатĕрĕсем парса тăнине палăртрĕ. Ку енĕпе патшалăх пирĕн района çеç иртнĕ çулта 7 миллион та 138 пин тенкĕ укçа уйăрса панă. Сусăрсем санаторипе курорт сиплевĕ- семпе те усă кураççĕ. Районта 4000 ытла инвалид пурăнать.

Ĕçре пурте кал-кал пырать теме çук. Калаçăва хутшăннисем хăш-пĕр организацисенче пандуссем паянхи требованисене тивĕçтерменнине, предприятине е организацине кĕрес тесен сусăрсем чĕнỹ кнопкисене тупайманнине палăртрĕç.

Комисси ларăвĕнче социаллă страховани фондне укçа куçарас енĕпе парăмлисен ячĕсене те аса илчĕç. Хăйсен тивĕçне пурнăçламаннисем малашне çак кăлтăка пĕ- терме пулчĕç. Юлашкинчен Г. Николаева граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика