АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чир-чĕртен те, шыв-шуртан та асăрханмалла

03 марта 2017 г.

 Районти санитарипе эпидемие хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче тĕпрен илсен хамăр пурăнакан вырăнта тĕрлĕрен чир-чĕртен, инкек-синкекрен, уйрăмах çуркуннехи шыв-шуртан асăрханас тĕллевпе пĕрле пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетрĕç.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Роспотребнадзор управленийĕн Чăваш Республикинчи территори уйрăмĕн начальникĕ О. Так- макова тухса калаçрĕ. Оксана Борисовна районти эпидемиологи лару-тăрăвĕ, инфекци, тĕрлĕрен вирус чирĕсем, иртнĕ 2016 çулхи эпидсезонта грипп чирĕн-чен сыхланса пурнăçланă ĕçсем тата ытти пирки те тĕплĕн паллаштарчĕ.

Урамра çуркунне паллисем кунсерен вăй илсе пыраççĕ: хĕвелĕ те хĕртет, юр шывĕ те ирĕлсе сарăлать... Çавна май районăн тĕп экологĕ К. Михайловская хамăр тăрăхра пурăнакан çынсене санитарипе эпидемиологи тĕлĕшĕнчен кирлĕ условипе тивĕçтерес, çурхи шыв-шур кăтартакан инкекрен сыхланас тĕлĕшпе пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетрĕ. Сăмах май каласан, ейỹ вăхăтĕнче шыв илсе хур кăтартма пултаракан зонăна пирĕн районтан Патăрьел, Анат Туçа, Тутар Тимеш, Вăтаел, Тăрăн ялĕсем кĕреççĕ. Çуркунне шыв сарăлнă вăхăтра 65 хуçалăхри 200 ытла çын çут çанталăк пулăмĕнчен йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкме пултарать. Çавăнпа та кашни ял тăрăхĕнчех шыв-шура парăнтармалли условисем пулни пĕлте- рĕшлĕ.

Санэпидкомисси ларăвĕнче çавăн пекех районти тĕп больница педиатрĕ О. Ялукова, врач-инфекционист А. Чернова ачасене тĕрлĕрен чиртен вакцина тăвас, çитĕннисен вара тĕрлĕрен ерекен чирсенчен сыхланас ыйтусене çивĕчлетрĕç.

Лару ĕçне ял тăрăх пуçлăхĕсене те йыхравланă. Сăлтавĕ паллă _ кун йĕркинчи кашни ыйту çын пурнăçĕпе, малашлăхĕпе, инкек-синкерен асăрханассипе çыхăннă. Анчах та 19 ял тăрăх пуçлăхĕн- чен улттăшĕ çеç ларăва хутшăнни ял кăлависене пĕрре те чыс кỹмест тесе шутлатăп. Çак шухăшах районти санэпидкомиссин председателĕ М. Айзатуллов та çирĕплетрĕ. "Пирĕн пĕрле татса памалли, канашламалли ыйтусем пайтах. Енчен те ял тăрăх пуçлăхĕсем канашлусене нимĕн вырăнне те хумаççĕ пулсан, ĕç малалла каймĕ",_ çивĕчлетрĕ Марат Минсеитович хăйĕн шухăшне кун йĕркинчи ыйтусене пĕтĕмлетнĕ май.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика